Пуканесене сцена çине кăлараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 14:38 Просмотров: 277

Сăкăтри В. Кузнецова ĕç стажне шкулти вожатăйран пикеннĕ. Çавăн чухнех Вера Федоровна "Пĕрле ларса ĕçлер-ха" кружок йĕркеленĕ. Унта 2-7-мĕш классенче вĕренекен ачасем çỹренĕ. Малтанлăха çитĕнекен ăру кĕçĕннисене вылямалли çемçе теттесем çĕлеме хăнăхнă. Материалĕсене Шупашкара кайса илнĕ. Чĕр чунсен, пуканесен кỹлеписене ăсталанă. Алă ĕçĕсемпе конкурссем ирттернĕ. Шкулта мала тухнисене района кăларнă. Кайнă вара малалла ĕç.

- Ачасене хавхалантарса çеç ямалла. 480 тетте çĕлеме пултартăмăр эпир. Чылайăшне парне кỹнĕ. Шкула, коллективлă ял хуçалăх предприятине сумлă хăна сахал мар килет-çке. Аллăшне вăл вăхăтра ĕçленĕ Патăрьелĕнчи шкул интерната, вунвиççĕшне Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменне парнелерĕмĕр, - паллаштарать хăйсен ĕçĕпе В. Кузнецова.

Тăрăшни сая кайман. Кружок сумĕ ỹссех пынă. Каярахпа ачасем юмахри сăнарсене уçăмлатакан пуканесем çĕлеме пуçланă. Вĕсемпе вара спектакльсем лартас шухăшĕсем çуралнă. Мĕншĕн пуçăнса пăхас мар? Пĕр спектакль хыççăн теприне калăпласа сцена çине кăларнă. Куракансем хавхаланса йышăннă ачасен пултарулăхне. Вара ялта пукане театрĕ ĕçе пикеннĕ. Кружока çỹрекенсен йышĕ ỹснĕ. Çуллахи вăхăтра унта хуларан яла каникула аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патне канма килнĕ мăнукĕсем те çỹреме пикеннĕ. Халĕ çак йăла малалла тăсăлать. Чиркинсен, Тинюковсен, Бахитовсен тата ыттисен мăнукĕсем кружока пĕр сиктермесĕр çỹреççĕ.

- Арçын ачасем те йĕппе çип илсе пуканесем çĕлеме хăнăхаççĕ. Алă ĕçне уявсенче çывăх çыннисене парнелеççĕ. Ялта иртекен пасар кунĕсенче тухса сутма та ỹркенмеççĕ. Хĕпĕртеççĕ вара çакăншăн. Япали çынна пулсан та ĕçе хăнăхни хăйсемшĕн-çке,- каласа парать Вера Федоровна.

Сцена çине кăларнă юмахсене шутласа та пĕтереймĕн. "Тилĕпе мулкач", "Помогите дракона", "Танк котофей", "Кушакпа автан", "Качакапа унăн тусĕсем"... Кашнийĕшĕн валли ятарлă теттесем кирлĕ.

Паянхи кун пукане театрне 28 ача çỹрет. Пьесăсене 4 ушкăна пайланса хатĕрленеççĕ. Хăйсен пултарулăхне уявсенче ял халăхĕ умĕнче кăтартаççĕ. Район центрĕнчи ача сачĕсене çитеççĕ. Тăрăшни сая каймастех. Ахаллĕн пуканесен театрĕ халăх ята тивĕçейместех. Кăçал та ăна тепĕр хут хỹтĕлеме пултарчĕç.

- Пуканесен халăх театрĕ республикипе те пĕр пирĕн районта çеç пур. Ĕçлемесĕр пулмасть, паллах. Сцена çине тухиччен самай хатĕрленмелле. Ачасемпе çыхăннă пĕр мероприятинчен те пăрăнса юлмастпăр. "Мисс-Юр пĕрчи", "Айтăр-ха, асаннесем", "Мăнкун савăнăçĕ"... тата ыттисем те. Тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун тĕлне икĕ пьеса сцена çине кăлартăмăр, - тет В. Кузнецова.

Алă ĕç ăсталăхне те ỹстерсе пыраççĕ кружока çỹрекенсем. Юлашки вăхăтра вĕсем хутран карçинкка ăсталама хăнăхса çитрĕç. Лавккаринчен пĕртте кая мар. Ĕç хатĕрĕ алă айĕнчех пур. Лакне, клейне, бустилатне çеç туянмалла.

Ачасемпе ĕçлес ăсталăхĕ çителĕклех Вера Федоровнăн. Вăхăтĕнче вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пуçламăш классен учительници пулма вĕреннĕ. Ĕç вырăнĕ тивĕçменрен вожатăйран пикеннĕ. Ачасен çуллахи лагерĕсене ертсе пынă. Çитĕнекен ăрупа ăçта кăна экскурсие тухса çỹремен-ши! Халĕ те ỹркенмеççĕ. Шупашкара çитиех мастер-классем ирттерме çỹреççĕ. Кружок членĕсемпе "Паттăр" ФСКана шыва кĕме каяççĕ. Кĕрхи, çуркуннехи, çуллахи вăрмана çỹреççĕ. Мирун кỹллине канма тухаççĕ тата ытти те.

Тепĕр лайăх ен те пур. Йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасене кружока явăçтарма тăрăшаççĕ. Ĕмĕтре вара ертỹçĕн сусăр ачасене çак ушкăна çỹреттересси те каннеç памасть.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1