Тĕнчене ырăлăх кỹрекенсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019, 14:44 Просмотров: 385

Шăнкăртамри Э. З. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта "Чи лайăх волонтер отрячĕ-2019" конкурс иртнĕ.

Жюри пысăк пĕлỹлĕхе, тавçăрулăха, тарăн шухăшлă пулнине, пултарулăха, сцена çинче тытма пĕлнине шута илнĕ.

Турханти вăтам шкулти "Ырă чĕре" ушкăн "Чи лайăх волонтер отрячĕ-2019" (координаторĕ А. Кольцов) ята тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Хирти Пикшикри вăтам шкулти "Тимлĕх" тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Ырă чĕресем" командăсем йышăннă. Виççĕмĕшĕнче вара Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти "Çутă пайăркасем" тата пĕрремĕшĕнчи "Шанăç" отрядсем.

"Ырăлăха аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн" номинацире Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти "Ырă чĕре", Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти "Ырăлăх кỹрекенсем", Ыхра Çырминчи вăтам шкулти "Ритм", Туçари вăтам шкулти "Ырă ту", Сăкăтри вăтам шкулти "3Д", Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти "Ырăпа палăракансем" командăсем палăрнă.

"Портфолио" номинацире пĕрремĕш вырăна Турханти вăтам шкулти "Ырă чĕре", иккĕмĕшне Туçари - "Ырă ту", Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Шанăç", виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти "Ырă чĕре", Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти "Ырă ту" отрядсем тухнă.

Ачасем конкурса тăрăшса хатĕрленнĕ, темăна уçса панă. Вĕсем чăн-чăн волонтерсем пулнине çирĕплетнĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсемпе парнесене тивĕçнĕ.

Активистсене волонтер кĕнекине панă. Вăл йышра Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов та пур.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика