Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 14:52 Просмотров: 289

Наци проектне еплерех пурнăçланине тишкернĕ

ЧР Патшалăх Канашĕнче «Экологи» наци проектне Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçлас ĕç çинчен» ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта çут çанталăк ресурсĕсене сыхлас тата хÿтĕлес тĕлĕшпе пĕтĕм çĕршывĕпе ĕçлекен «Раççейĕн экологи обществи» организаци председателĕ, «Экологи» наци проекчĕн обществăри ĕçлĕ канашĕн председателĕн çумĕ Рашид Исмаилов хутшăннă, çав проекта çĕршывра еплерех пурнăçлани çинчен каласа панă. Республикăн Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова ăна «Экологи» наци проектне пурнăçлассине, уйрăммăн илсен çут çанталăка хÿтĕлессине, экологи хутшăнăвĕсене йĕркелессине тивĕçтерме Чăваш Республикин тивĕçлĕ саккунĕсене йышăннине пĕлтернĕ.ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕн çумĕ Марина Трофимова асăннă проекта Чăваш Енре пайăррăн пурнăçлани çинчен каласа панă.

"Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурс вĕçленнĕ

"Хыпар" Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ "Театр - манăн пурнăçра" видеоконкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна кăçал Раççейре иртекен Театр çулталăкне халалланă. Редакцие килсе çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулнă. Вĕсене хаклас яваплă ĕçе Валерий Карпов (К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) пурнăçланă.

Айгуль Сиренеева — çулталăк студенчĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки «Çулталăк студенчĕ — 2019» ята тивĕçнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-тĕпчев конкурсне Раççейĕн 2035 çулчченхи ăслăлăх технологи аталанăвĕн патшалăх стратегине пурнăçланă май йĕркеленĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 5-мĕш курс студенчĕн Айгуль Сиренеевăн «Диод лазерĕпе стоматологире усă курасси. Клиника кăтартăвĕсем» тĕпчев ĕçĕ «Аслă професси вĕрентĕвĕ» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă.

Тĕн темине çутатассине  сÿтсе явнă

Чăваш Енри Общество палатинче тĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатассипе çыхăннă ыйтупа "çавра сĕтел" иртнĕ. Унта журналистсем, чиркÿ çыннисем, палата членĕсем хутшăннă.

Ватă çынсене турттарма

«Демографи» наци прокчĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи август уйăхĕнче Чăваш Енри халăхăн социаллă тивĕçтерӳ центрĕсене пĕтĕмпе 30 çĕнĕ автомобиль  килнĕ. Вĕсемпе ялсенче пурăнакан 65 çултан иртнĕ çынсене информациллĕ мар социаллă пĕлтерĕшлĕ чир-чĕрпе чирленине тĕпчесе палăртас тĕллевпе хушма тĕрĕслевсем ирттермемедицина организацисене илсе çӳреме усă кураççĕ. Пациента хăй пурăнакан вырăнтан медицина организацине илсе пынăшăн тата каялла леçсе хăварнăшăн укçа илмеççĕ.

Хĕл Мучи килет

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Аслă Устюгран Шупашкара Хĕл Мучи килет. Çĕршыври чи аслă Хĕл Мучине А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кунта пысăк уяв пулĕ. Çав шутрах — Çĕнĕ çул уявĕн тумĕсен конкурсĕ те. Тупăшу «Çĕнĕ çул çемйи», «Чи пĕчĕк Хĕл Мучи», «Чи çамрăк Юр пике», «Мистер Юр кĕлетке», «Юмахра хăнара» номинацисенче иртĕ. Конкурса кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ. Йĕркелÿçĕсем пĕлтернĕ тăрăх — çĕнтерÿçĕсене çав кунах чыслаççĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2