Сусăр ачаллă çемьесене транспорт налукĕнчен хăтарĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 14:54 Просмотров: 245

Чăваш Енре паян пилĕк пин ытла çемьере сусăр ача пур. Малашне хевтесĕр пепке çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне тепĕр çăмăллăх парĕç. Ку уйрăмах сывлăх енчен хавшак ачасене шкула, больницăна е тата ытти çĕре автомашинăпа илсе çÿрекенсене пырса тивет. Сусăр ачаллă çемьесене çитес çултан транспорт налукĕнчен хăтарĕç. Ҫак ыйту ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче тĕп ыйтусенчен пĕри пулнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек çăмăллăхпа тивĕçтерме хальлĕхе федерацин Атăлçи округĕнчи тата тăватă регионĕнче – Пушкăрт, Мордва республикисенче тата Ульяновскпа Чулхула облаçĕсенче çеç йышăннă. Çакна та палăртса хăвармалла, çемьери пĕр транспорт единицишĕн налук тÿлеттермĕç, кунсăр пуçне автомобилĕн хăвачĕ 150 лаша вăйĕнчен иртмелле мар. Çăмăллăха пурнăçа кĕртме «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ сĕннĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ырласа йышăннă.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2