Саккун сакки сарлака, унта ларма ан тăрăш

Категория: Публикации Опубликовано: 13.12.2019 15:03 Просмотров: 275

ПАЯН пурте саккуна пăхăнса пурăнсан нимĕнле "çылăх" та пулмĕ. Анчах тепĕр чухне ун сакки çине çынсем хăйсен ирĕкĕпех кĕрсе лараççĕ. Пĕлсе тăрсах... Акă, çак кунсенче район прокуратури Сăкăтри 46 çулхи арçын пирки патшалăх айăплавне ырланă. Çакскерне РФ УКăн 215.3 статйин 1 пайĕпе айăпланă. Арçынна газ çăмăллăхĕпе усă курнăшăн тỹлеменшĕн, парăмĕ пысăкланса кайнăшăн служба сотрудникĕсем "кăвак çулăма" сỹнтерсе лартнă. Вăл ăна хăй ирĕкĕпе çĕнĕрен янăшăн иртнĕ çулхи ноябрьте суд административлă айăплав кăларнă. Ун хыççăн та вăл хăйĕн айăпне йышăнасшăн, тỹрленесшĕн пулман. Кăçалхи çуркунне каллех çак меслетпе ăшăнма пикеннĕ. Хальхинче вара район сучĕ уголовлă ĕçе пăхса тухса 20 пин тенкĕ штраф пама йышăннă. Унсăр пуçне тата парăмпа та татăлма тивĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2