"Лайк" пуçтарса театра кайма тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.01.2020 10:29 Просмотров: 59

РЕСПУБЛИКĂРИ "Çамрăксен хаçачĕ" иртнĕ çул Раççейри Театр çулталăкне халалласа "Театрта - селфи" конкурс йĕркелерĕ. Сăн ỹкерчĕксене хаçатра пичетленипе пĕрлех "Контактра" соцсетьри "Çамрăксен хаçачĕн" ушкăнне те вырнаçтарчĕç. Кăсăклă фотосемшĕн "лайк" лартакансем сахал пулман. Çапах та Ыхра Çырминчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова хушамачĕ айне 400 яхăн çын хăйсен паллине хăварнă. Автор çак кадра ĕçтешĕсемпе К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрне "Вĕри юнлă çемçе чун" постановкăна курма кайсан ỹкерĕннĕ. Сăмах май каласан, Светлана Пантелеймоновна общество пурнăçĕнче те хастар, тĕрлĕрен ăс-тăн тупăшăвĕнче те кăтартуллă, çав вăхăтрах чăвашлăхшăн тăрăшакан пултаруллă ачасем те хатĕрлет.

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2