Виççĕмĕш вырăн йышăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.01.2020 10:30 Просмотров: 106

ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн районта та, республикăра та çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, хак пачĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕ ыттисемпе танлаштарсан чылай кăтартупа малтисен шутĕнче. Унсăр пуçне уйрăм хастарсен çитĕнĕвĕпе çĕнтерĕвĕ те район чысне çĕклет. Акă, çулталăк вĕçĕнче çеç Правительство çуртĕнче "Чăваш Республикинче патшалăхăн чи лайăх граждан служащийĕ" тата "Чăваш Республикин хула (ял) тăрăхĕн муниципалитечĕн чи лайăх служащийĕ" çĕнтерỹçисене чысларĕç. Çак ушкăнта пирĕн ентеш пулни каллех хавхалану. Çĕньял ял тăрăхĕнчи Антонина Тарасова специалист-эксперт муниципаллă служащисем хушшинче йĕркеленĕ конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çак ĕçре вăл 2011 çултанпа тăрăшать, маларах вĕрентỹ сферинче сахал çул мар ĕçлесе опыт пухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2