Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 10.01.2020 10:50 Просмотров: 108

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕчĕç. Çав улшăнусем çинчен РФ Пенси Фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева видеоçыхăнура каласа кăтартрĕ. Вăл иртнĕ çул вĕçĕнче иртрĕ. Унта вырăнсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем, Пенси фончĕн представителĕсем хутшăнчĕç.

Роза Алексеевна палăртнă тăрăх кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, пенсионерсен тупăшне ỹстерессине тĕпе хурĕç. Январĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 6,6 процент ỹсет. Çак улшăну 278 пин ытла пенсионера пырса тивĕ. Вăл шутра пирĕн районти 10898 çынна. Вĕсен пенсийĕ вăтамран 900 тенкĕ ытла ỹсĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен паракан тỹлевсене тата федераци çăмăллăхçисен соцпакечĕ 3,8 процент хăпарать. Апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 7 процент ỹстерме палăртнă. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн" медальпе наградăланисене, ыттисене 10 пин тенкĕ парĕç. Ку тỹлеве парассине виçĕм çул кĕртнĕ. Чăваш Енре хальхи вăхăтра çак тỹлеве илме пултаракан 400 ытла çын пурăнать. Пирĕн районта вара 12ĕн.

Роза Кондратьева тата Чăваш Республикин ĕç инспекцийĕн ертỹçи Алексей Метелкин электрон ĕç кĕнекисемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕç. 2020 çултан предприяти-организаци ертỹçисем Пенси фондне ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информацие электрон мелĕпе пама пуçлĕç.

А. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2