Регистраци уйрăмĕ çĕнĕ вырăна куçрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.01.2020 10:58 Просмотров: 73

Çĕнĕ çул умĕн Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсен Патăрьелĕнчи пайĕн регистраципе экзамен тытмалли уйрăмĕ çĕнĕ вырăна - Патăрьел ялĕнчи Туслăх урамĕнчи 4-мĕш çурта - куçрĕ. Малашне халăхра РЭО ГИБДД тесе пĕлекен учреждени районти çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕр çуртра ĕçлĕ. Çакă водительсемшĕн питĕ меллĕ. РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Сугутский хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, кунта йĕрке хуралĕн сотрудникĕсене ĕçлеме услови çителĕклĕ, водитель удостоверенине илме хатĕрленекенсем валли ятарлă пỹлĕм пур, çавăн пекех автомашинăсене техника тĕрĕслевĕ те кăлараççĕ. Çĕнĕ вырăнти условисемпе Чăваш Республикинчи ГИБДД управленийĕн начальникĕн çумĕ Г. Чурбанов, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А. Фомин паллашрĕç, сотрудниксене тухăçлă ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

А. ЕГОРОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2