Республика хыпаресем

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2020 15:13 Просмотров: 79

Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара троллейбус çỹрет

Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремрен пирвайхи хут тапранса Çĕнĕ Шупашкара 100-мĕш маршрут троллейбус çула тухнă. Çĕнĕ маршрутăн малтанхи пассажирĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, журналистсем тата ыттисем те пулнă. Çак маршрут çинче малтанлăха "мăйракасăр" тăватă троллейбус çỹрĕ. Анчах вĕсен шучĕ кĕçех 14-па танлашмалла. "МАДИ" чарăнăва çитиччен çак транспорт хатĕрĕ ахаль троллейбус пекех электролинипе çыхăнса пырать, малалла вара штангисене антарать те Çĕнĕ Шупашкара вĕсемсĕрех кайса килет - аккумулятор вăйĕпе. Аккумулятор хăвачĕн запасĕ - 30 километрлăх.

Малашне те тĕрĕслĕç

2020 çулта виçĕ рентген комплексĕ республика районĕсене хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслеме тухса çỹрĕ. Çĕнĕ комплекса цифра маммографĕпе тивĕçтернĕ, вăл "Маммографи онкопатрулĕ" йышĕнче районсем тăрăх кайĕ. Автобуса онкологи диспансерĕ валли "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туяннă. Пĕлтĕр куçса çỹрекен икĕ комплекс 150 хутчен çула тухнă. Кустăрмасем çинчи диагностика кабинечĕсенче 6,5 пин ытла хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.

Ачасем цифра экономикин индустрийĕпе паллашнă

Чăваш Енри 200 шкул ачи "Цифра акселераторĕ" инновацисен кампусне хутшăнать. Шупашкарти "Кванториум" технопарк РФ Çут ĕç министерствин кампус йĕркелесе ирттермелли конкурсĕнче грант çĕнсе илнĕ. Республикăри IT-кластер предприятийĕсем, Чăваш Енри венчурлă инвестицисен фончĕ, аслă шкулсем пулăшнипе "Звездочка" лагерьте шкул ачисен хĕллехи каникулне ирттерме майсем туса панă.

Çĕнтерỹçĕсем паллă

Туризм похочĕсен республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта 360 ытла вĕренекен хутшăннă. Ăмăрту виçĕ номинаципе иртнĕ, 8 муниципалитет 22 отчет тăратнă. Конкурс çĕнтерỹçисене январĕн 17-мĕшĕнче "ЮНИТЕКС" центрта чыслаççĕ.

Сывлăха çирĕплетер

ЧР Министрсен Кабинечĕ 2020 çулта ирттермелли Сывлăхпа спорт кунĕсен графикне çирĕплетнĕ. Палăртнă кун кашни уйăхра çынсем республикăри сывлăхпа спорт керменĕсене, тренажер залĕсене, бассейнсене, хупă катоксене тỹлевсĕрех кĕме пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ январĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ. Аса илтеретпĕр, Сывлăхпа спорт кунне 2013 çулта ирттерме пуçланă. Сывлăхпа спорт кунĕсен графикĕ: февраль, 15; март, 28; апрель, 25; май, 23; июнь, 20; июль, 25; август, 29; сентябрь, 26; октябрь, 24; ноябрь, 28; декабрь, 19.

Çамрăксем бизнесмен пуласшăн

Регион шайĕнчи "Предпринимательлĕхе аталантарасси" проект пĕлтĕр старт илнĕ. Ăна республикăри бизнес-инкубатор тата ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви пурнăçа кĕртеççĕ. Проектăн тĕп тĕллевĕ - пĕчĕк тата вăтам бизнесăн тытăмне май килнĕ таран ытларах çамрăка явăçтарасси, вĕсене хăйсен ĕçне аталантарма хăнăхтарасси. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Шупашкарта пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсен пĕтĕмлетỹ слечĕ иртнĕ. Асăннă проект çамрăксен кăсăклă идея нумай пулнине кăтартса панă, вĕсене чăнласах та пурнăçа кĕртме пулать. Республикăри бизнес-инкубаторта палăртнă тăрăх - предпринимательлĕхĕн никĕсĕсемпе 2024 çулччен Чăваш Енри 20 пин ытла çын паллашса алла илмелле.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2