Медальсемпе дипломсене тивĕçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2020 15:31 Просмотров: 179

Тепĕр спорт ăмăртăвĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта иртрĕ. Кунта республикăри чи ăста волейболистсем пуçтарăнчĕç. Ăмăрту Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ отличникĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн В. Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн пычĕ. Кăçалхипе ăна 27-мĕш хут йĕркелерĕç. Шупашкартан, Комсомольски, Тăвай, Красноармейски районĕсенчен, Мари Эл Республикинчен - пурĕ 11 команда пуçтарăнчĕ.

Турнира уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, вăтам шкул директорĕ Татьяна Калашникова, спорт министерствин представителĕсем, спорт ветеранĕсем, Василий Михайловичпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. В. Бородкина 80 çулхи юбилейĕпе саламларĕç.

Çакнашкал вăйăсем ирттерни ỹссе çитĕнекен ăрăва воспитани пама, вĕсене физкультурăпа спорта анлăн явăçма май панине палăртрĕç. В. Бородкин та тав сăмахне тивĕçлех. Вăл тăрăшнипе чылай выпускник физкультура учителĕ тата тренер пулса ĕçлет. Спорта явăçнăскерсем ял, район, республика, çĕршыв чысне çĕклеççĕ.

"Çулталăк Нăрваш Шăхалĕнче çулленех спорт вăййисенчен пуçланать. Малтан кунта мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Ку хутĕнче - В. Бородкинăн. Çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркишĕн пулнине çирĕплетет çакă. Тăван ен историне тивĕçлипе çырăнса юлнă çынсен ĕçне хисепе хуни те. Василий Михайлович кирек хăш ăрушăн та тĕслĕхлĕ", - терĕ Рудольф Селиванов.

В. Бородкин чăн-чăнах та ăста çын. Вăл вĕрентекен те, тренер та, купăсçă та, платник те, фотограф та. Сăвăсем çырать, кĕвĕлет. "Утмăлтурат" ансамбль йĕркеленĕ. Кирек хăш мероприятие те хастар хутшăнать.

Мăшăрĕпе, Александра Терентьевнăпа, вĕсем 59 çул пĕрле пурăнаççĕ, пĕр ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. 7 мăнукĕпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

"Демографи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен 7-мĕш номерлĕ Валерий Ярды ячĕллĕ велоспорт шкулĕ (маунтинбайк аталану центрĕн директорĕ Валерий Мулендеев) професси шайĕнчи 20 велосипед панине те ырламалла.

Çивĕч тупăшура куçса çỹрекен кубока Шупашкарти "Минспорт" команда çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта "Йошкар-Ола", виç- çĕмĕшĕнче Муркаш районĕн- чи "Мет-Пласт" командăсем пулчĕç. Пур вылякан та ятарлă медальсемпе дипломсене тивĕçрĕ. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята ФСК "Паттăр" командăри А. Исаев, "Аслă çулхи чи лайăх вылякан" номинацие Упамсари А. Сымов çĕнсе илчĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4