Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çыру хатĕрлет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2020 15:52 Просмотров: 73

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне яракан черетлĕ Çырăвне хатĕрлеме пикеннĕ.

Яланхиллех тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртнă ĕçсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕре палăртĕç.

Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен представителĕсен сĕнĕвĕсене шута илĕç. Сирĕн шухăшăрпа халăх пурнăçне лайăхлатас тесен мĕн тумалла? Эсир 2020 çулхи Çырăва мĕн кĕртнĕ пулăттăр? Сирĕн сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт. Электрон адресĕ: e-mail: Этот адрес электронной почты защищён от спам-ботов. У вас должен быть включен JavaScript для просмотра.. "Çыру хатĕрлеме" тесе палăртма ан манăр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Январь 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2