Виçĕ культура ĕçченĕ - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 14.01.2020 15:54 Просмотров: 147

ЧĂВАШ Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерстви иртнĕ çул республикăри ял тăрăхĕсенчи муниципаллă культура учрежденийĕсем тата вĕсен работникĕсем хушшинче йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унăн итогĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи виçĕ культура ĕçченĕ çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Вăл шутра районти централизациленĕ клуб системин информаципе методика пайĕн заведующийĕ В. Арланова "Чи лайăх культура çурчĕн работникĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шăпчăк саслă Вероника Викторовнăна районта палламан, пĕлмен çын та çук-тăр. Вăл районта иртекен чылай культура мероприятине илем кỹрет. Хирти Пикшикрен вара харăсах икĕ культура ĕçченĕн пултарулăхне комисси пысăк хак панă: Хирти Пикшикри халăх театрĕн режиссерĕ Д.Салахова - "Ялти чи лайăх культура ĕçченĕ", Хирти Пикшик ял библиотекин заведующийĕ Э. Камальтдинова - "Ялти чи лайăх библиотека работникĕ" номинацисенче çĕнтернĕ.

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1