Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020 10:18 Просмотров: 118

Шупашкарта çĕнĕ поликлиника уçăлнă

Сывлăх сыхлавĕн керменĕ — шăпах çапла хакланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хула тĕп больницин нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникине савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. 17 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан çĕнĕ çуртра ăшă, çутă, таса, хăтлă, çавăнпа ăна чăнласах та кермен темелле. Палăртни вырăнлă: юлашки 30 çулта пирĕн республикăра хăй тĕллĕн, уйрăм çуртăн тăракан çакăн пек пысăк поликлиника уçăлман. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле питех те кăмăллă парне ку! Поликлиника 3 блокран тăрать: çав шутран 2-шĕ — 4 хутлă, пĕри 5 хутлă. Вăл 40 пине яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Вăл пĕр сменăра 500 çынна йышăнма пултарать. Кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ.

Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура хупнă

Иртнĕ çул Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, Театр çулталăкĕ иртрĕ. Профессионал коллективсем кăна мар, халăх театрĕсем те питĕ хастар ĕçлерĕç, çĕнĕ премьерăсем кăларчĕç, куракансемпе тата ытларах тĕл пулчĕç. Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Театр çулталăкĕ те хыçа юлчĕ. Вăл яланлăхах асра юлтăр тесе ăна республикăра савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, культура министрĕ Константин Яковлев, яваплă ытти çын хутшăннă. Концерт программине театрсен представленийĕсем илем кÿнĕ.

 «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пуçланă

Январ.н 1-мĕшĕнчен Раççейре «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пикеннĕ. Ялсене, ĕçлекенсен поселокĕсене, хула йышши поселоксене тата 50 пинрен сахалрах çын пурăнакан хуласене ĕçлеме каякан вĕрентекенсене 1-ер миллион тенкĕ параççĕ. Программăна хутшăнакансен 55 çултан аслă пулмалла мар. Кандидатсен вакантлă должность сĕнекен вĕрентӱ организацисене (ятарлă список тăрăх) заявка тăратмалла тата Чăваш Енри Вĕрентӱ институтне документсем кайса памалла. Заявкăсене апрелĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс çĕнтерӱçисене ятарлă комисси палăртĕ, «Земство учителĕ» программăна хутшăнакан çынпа килĕшӱ тёв.=?

Вăрлăх хатĕрлеççĕ

ЧР Ял хуçалăх министерствинче çур акине хатĕрленсе ирттерессипе канашлу иртнĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов пĕлтернĕ тăрăх, 47,7 пин тонна вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Çав шутра 28,8 пин тонни кондицие ларнă (64 процент). Республикăра ака-суха валли 49,1 пин тонна вăрлăх кирлĕ. Унăн 99 проценчĕ пур ĕнтĕ. Хăш-пĕр районти кăтарту – 80-92 процент. Малтанлăха палăртнă тăрăх, кĕрхи калчасем, нумай çул ÿсекен курăксем йĕркеллех хĕл каçаççĕ. Ларура паха вăрлăх, ГСМ, удобрени, им-çам хатĕрлес ĕçе хăвăртлатма палăртнă.

Сывлăх – хамăр алăра

Чăваш Енре РФ Президенчĕн грантне тивĕçнĕ «Фитнес-Star! Пирĕн сывлăх хамăр алăра» проект пурнăçа кĕрет. Унăн тĕллевĕ – аслă ÿсĕмри çынсен сывлăхне тĕреклетесси, вĕсене пурăнма хавхалантарасси. Проектпа килĕшÿллĕн фитнес-аэробикăна халăхра сарас тĕллевпе республикăри районсемпе хуласенче семинарсем, лекцисем тата ăсталăх сехечĕсем ирттерĕç, аэробика уявĕсем йĕркелĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1