Асăрханни пăсмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020 14:05 Просмотров: 135

Çĕнĕ çул умĕн район центрĕнчи Мичурин урамĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекен хĕрача çине Елчĕкри "Нива" вĕрентỹ центрĕн автомашини вĕрентỹ маршручĕпе пынă вăхăтра пырса кĕнĕ. Руль умĕнче ларакан вĕренекенпе юнашар производство мастерĕ те пулнă. Çул çитмен хĕрача çул урлă каçма пикеннĕ. Аваринче суран илнĕскере çийĕнчех Патăрьелĕнчи тĕп больницăна илсе кайнă.

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕ çул çине тухакан водительсене çеç мар, çуран утакансене те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать.

П. ПОЛЯКОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1