"Библи калавĕсем" вырăсла тата чăвашла пичетленчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020 14:11 Просмотров: 92

Ача çуралсан пĕрремĕш кунран пуçласах мĕн курнипе илтнине ăсне хывма пуçлать. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕн чи пирвайхи тивĕçĕ - пепке чĕрине чи кирлине, христиан вĕрентĕвĕн пуçламăшне, хывса хăварасси.

Шăпах çавăнпа кĕçĕн çулсенчен пуçласах Библие вулани тата тишкерни кирлĕ. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Варнава Библи - пĕтĕм тĕнчери христиансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ те чи кирлĕ кĕнеке тесе палăртать. Библи - Туррăн Таса Çырăвĕ, мĕншĕн тесен унта Турă Сăмахне, Сăваплă текстсене, Иисус Христос Çỹлхуçамăр пурнăçĕпе вĕрентĕвне çырса кăтартнине кĕртнĕ.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче "Библейские рассказы. Библи калавĕсем" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Вăл ачасем валли вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ пĕрремĕш Библи пулса тăрать. Вăл Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ, Чăваш митрополийĕн пуçлăхĕ Варнава пиллĕхĕпе пичетленнĕ. Вырăсла Анна Твердовская хатĕрленĕ Библи сюжечĕсене тĕпе хунă, чăвашла вĕсене Ева Лисина куçарнă. Кăларăма Чăваш кĕнеке издательстви Раççейри Библи Обществипе, Шупашкар тата Чăваш епархийĕпе пĕрле хатĕрленĕ.

Кĕнекен тĕп тĕллевĕ - ашшĕ- амăшне христиан вĕрентĕвĕн пуçламăшне ывăл-хĕрĕн чĕринче хывса хăварма пулăшасси. Çак ĕç хавхалануллăрах пултăр тесе ăна ỹкерчĕксемпе пуянлатнă - чăваш ỹнерçисем калăпланă Чăваш митрополийĕн храмĕсенчи ỹкерчĕксене илсе панă. Вĕсем Евангелие çутатса паракан чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе паллаштараççĕ.

Кĕнеке икĕ пайран тăрать, малтан вулакансем Турă Авал Хунă Сăмахпа (Ветхий Завет), унтан Турă Çĕнĕрен Хунă Сăмахпа (Новый Завет) паллашĕç. Çавăн пекех кăларăма Аслă Турă кĕлли (Молитва Господня), Турă Амăшне тархасламалли кĕлĕ (Молитва Пресвятой Богородице) тата Тĕн символĕ (Символ веры) кĕртнĕ. Хушма материал Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн храмĕсенче упранакан турăшсемпе паллаштарать.

Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1