Вăхăта усăллă ирттереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.01.2020 14:13 Просмотров: 129

Пăлапуç Пашьелĕнчи библиотекăра "Çутă пайăрки" православи клубне йĕркеленĕренпе нумай çул иртрĕ ĕнтĕ. Унпа Светлана Аблясова библиотекарь ĕçлет. Маттур, темĕнпе те кăсăкланма юратакан ачасем çỹреççĕ кунта. Кĕнеке тусĕсем вулавăша кашни вырсарникун пуçтарăнаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Вĕсем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашаççĕ, ал ĕçĕ тăваççĕ. Сретени чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте ачасемпе тĕрлĕ калаçу ирттерет, илемлĕ фильмсемпе паллаштарать, Фотиния матушка вара пылак çимĕçсемпе сăйлать.

Ывăл-хĕрĕ вăхăта усăллă ирттернишĕн, нумай çĕнĕ япала вĕреннишĕн ашшĕ-амăшĕ те хавас. Иоанн атте ачасене мăнастирсене экскурсисене илсе çỹрет, вĕсен тавракурăмне ỹс- терет. Çитĕнекен ăру хăйĕн пултарулăхне ялти клубра та кăтартрĕ. Иисус Христос çуралнă куна чысласа ирттерекен тĕн уявĕнче инсценировкăпа сцена çине тухрĕ. Районти "Раштав çăлтăрĕ" фестивале те хутшăнса вĕсем Иоанн атте аллинчен кучченеçсем илчĕç.

К. ЧЕРНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1