Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.01.2020 10:56 Просмотров: 101

Инвестицисем çинчен калаçнă

Январĕн 15-16-мĕшĕсенче Мускавра Гайдар форумĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Форума 30 ытла çĕршывран килнĕ 15 пине яхăн çын пухăннă. Мероприяти "Инвестици илĕртỹлĕхĕнчен экономика патне" ĕçлĕ калаçуран пуçланнă. Сăмах май, юлашки çулсенче Чăваш Ен инвестицисен наци рейтингĕнче чи лайăххисен йышĕнче. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта теплица комплексĕ хута кайнă, Канаш хулин инженери инфратытăмне аталантарнă, Шупашкарти индустри паркĕсем ĕçе пуçăннă тата ытти те.

Çамрăксем валли - конкурс

Çамрăксен медиапроекчĕсен "Чăваш Ен çинчен çыратăп тата калаçатăп" конкурсĕ старт илнĕ. Ăна Чăваш Енри Информполитика тата Вĕрентỹ министерствисем пуçарнă. Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕрĕнпе 100 çул çитнине халалланă конкурс темисем те çак пулăмпах çыхăннă: республика кун-çулĕпе аталанăвĕ, предприятисемпе организацисен ĕçĕ-хĕлĕпе пурнăçĕ, тĕрлĕ отрасль аталанăвĕпе ĕç династийĕсем, паллă çынсемпе паллă вырăнсем, Чăваш Енре пурăнакан халăхсен культурипе йăла-йĕрки тата йăхпа çемье историйĕ. Конкурса 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене 4 номинаципе йышăнаççĕ: видеоматериалсем (телекуравра тухнă передачăсемпе кăларăмсем, социаллă реклама), аудиоматериалсем (радиора, интернетра тухнă репортажсем, программăсем, реклама роликĕсем, хаçат-журналта, интернет-хаçатсенче кун çути курнă материалсем, Чăваш Ен çинчен хатĕрленĕ медиапроектсем (социаллă сетьсенчи блогсем, сайтсем, приложенисем т.ыт. те).

Туристсем иленнĕ

2019 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи январĕн 8-мĕшĕччен Шупашкарти туризм объекчĕсене 16 пин ытла çын килсе курнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ку кăтарту 10 процент ытларах. 16 кунра Чăваш Ене Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Чулхула, Киров, Пермь, Ярославль, Кострома, Владимир хулисенче пурăнакансем килсе курнă.

Хунавсем хатĕрлеме тытăннă

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви "Экологи" наци проектне пурнăçласа 2024 çул вĕçлениччен республикăн вăрман фондĕнче, вăл шутра йывăçсене каснă тата вĕсем чир-чĕре, ытти сăлтава пула пĕтнĕ лаптăксенче иртнĕ çулсенче шутран кăларнă ешĕллĕх кварталĕсене хунавсем лартса симĕслетессин 100 процент шайлаштарма тĕллев лартнă.

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1