Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020 10:10 Просмотров: 78

Юриста бюджетран тÿлĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче граждансене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртессине ырланă, çавăн пекех Правительствăн хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх, хальччен республикăра граждансен 27 категорийĕ тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курнă. Çĕнĕ саккун вĕсен шутне пысăклатать — тата виçĕ категори хушăнать. Проектра çав категорисем хăш тĕслĕхĕсенче адвокатсен тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курма пултарассине те уçăмлатнă. Пенсие каяс умĕнхи çулсенчи граждансем ĕçлев, вăхăт çитмесĕрех пенсие каяс тĕлĕшпе юридици пулăшăвĕ илме пултарĕç. Хваттер тума-туянма пая кĕнĕ граждансене çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусемпе адвокатсем тÿлевсĕрех пулăшĕç. Кредит организацийĕсен вкладчикĕсен банксем панкрута тухнă е вĕсене пĕтерме йышăннă тĕслĕхсенче хăйсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе çăмăллăх пулĕ. Çак категорисене пулăшнăшăн адвокатсене бюджетран тÿлĕç.

Ĕç ветеранĕсене капиталлă юсав тăкакĕсемшĕн саплаштарасшăн

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккуна тÿрлетÿсем кĕртме сĕннĕ.  Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев ĕç ветеранĕсен нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн капиталлă юсавĕн тăкакĕсене саплаштарасси çинчен каланă. Саплаштару укçи çын пуçне уйăхсерен вăтамран 120 тенкĕ патнелле пулĕ. Кăçал çак çăмăллăха 4,6 пин çын илĕ — пĕтĕмпе 3,6 миллион тенкĕ кирлĕ. Проекта Патшалăх Канашĕ тишкерсен ЧР Пуçлăхĕ алă пуснă кунран саккун вăя кĕмелле.

Наци проекчĕ пурнăçланать

Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Çамрăк профессионалсем» федераци программин грантне çĕнсе илнĕ. Çавна май колледжра хальхи йышши пилĕк мастерской уçнă.

Парăм пĕчĕкленет

Республика Правительстви «Чăвашавтотранс» ĕçченĕсене шалу парса татассипе татăклă йышăнусем тунă. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче предприяти пурлăхне, конкурса тăратнине, республика организацийĕсем туяннă. Çак укçаран 42,8 миллион тенкине ĕç укçипе çыхăннă парăма чакарма янă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1