Клубĕ çĕнĕ, халăх ырă! Янăранă çеç çĕн юрă!

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020 10:23 Просмотров: 48

ТĂРĂН ял тăрăхĕнчи чиперккесен "Савăнăç" ансамблĕ хăйсен "гастрольне" малалла тăсать. Нумай пулмасть çеç вĕсем концерт репертуарĕпе Красномайскисене савăнтарнă. Пĕр-икĕ çул каялла çеç тĕпрен юсаса çĕнетнĕ ялти клубра чăваш, вырăс юррисем пĕрин хыççăн тепри янăранă. Залри халăх та аптăрасах тăман, анлă сарăлнă юрăсене сцена ăстисемпе пĕрлех шăрантарнă. Çапла пысăк кăмăлпа тата хавхаланса таврăннă ансамбль хастарĕсем. С. Мышова культорганизатор куракансен ячĕпе артистсене савăк кăмăл парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав тунă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1