Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырупа паллаштарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020 10:25 Просмотров: 79

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарать.

Çырура регион стратеги çул-йĕрне, Правительство, Патшалăх Канашĕн, республикăри, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртнă ĕçсене пурнăçламалли тĕп çул-йĕре палăртни тĕп вырăн йышăнĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе документа хатĕрленĕ чухне Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен тата граждан обществин ытти институчĕсен представителĕсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Сумлă мероприятие Чăваш Ен Наци телекуравĕпе тата радиовĕпе, çавăн пекех сайтĕнче те чăн вăхăт тытăмĕнче трасляцилеççĕ.

И. АЛЕКСАНДРОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1