Аслă Ҫĕнтерӱ 75 çул çитнĕ ятпа – 75 пин тенкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020 10:27 Просмотров: 54

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем Çĕнтерÿ 75 çул çитнĕ ятпа 75-шер пин тенкĕ илĕç. Тыл ĕçченĕсене те укçан пулăшĕç. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне вĕсене 50-шер пин тенкĕ пама палăртнă. Кун пирки çĕршыв ертÿçи Владимир Путин Санкт-Петербургра ĕçлĕ визитпа пулнă чухне пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Ĕçлев министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра пĕр хутчен паракан тÿлеве 500 ытла ветеран тата вĕсенпе танлашнисем илĕç. Хавхалантарма палăртнă тыл ĕçченĕсем — 9500 çын.

Палăртмалла: ытти çулсенче çак уяв ячĕпе ветерансене 10-шар пин, тыл ĕçченĕсене 5-шер пин тенкĕ панăччĕ.

Юбилейлă çулта Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем пĕтĕм республикипех, вăл шутра пирĕн районта та  иртĕç.

А. Ильин

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1