"Снегоход" операци

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020, 10:29 Просмотров: 186

Январĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 20-мĕшĕччен республикăра, пĕрлех районта та "Снегоход" профилактика мероприятийĕ иртет, çавна май ĕçлĕ ушкăн туса хунă.

Юр çийĕн пыракан хатĕрпе çỹрекенсен тракторист-машинист удостоверенинче "А1" (çул çук çĕрте çỹремелли мототранспорт хатĕрĕсем валли) паллă, патшалăх регистрацийĕнче шута илнине тата техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине çирĕплетекен документ, медицина аптечки, çулăма сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), водитель тата пассажир валли шлем кирлĕ.

Снегоход - хăй тĕллĕн çỹрекен транспорт шутне кĕрет, çавна май унăн хуçин техникăна эксплуатациленĕ чухне саккунсене тата усă курмалли правилăсене, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла, çут çанталăка вараламалла мар. Юр çийĕн çỹрекен хатĕре туяннă хыççăн Патшалăх техника надзорĕн органĕнче 10 кунра шута тăратмалла, çакăн хыççăн хуçине машинăн паспортне, регистрацилени пирки свидетельство, патшалăх палли параççĕ.

Çула тухнă чухне водительсен тивĕçлĕ документсем яланах çумра пулмалла, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмалла.

И. ВАСИЛЬЕВ, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика