Çĕнтерỹçĕсем хуçасемех пулчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2020 10:40 Просмотров: 78

Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн арçынсен командисем хушшинче волейбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркеленĕ турнира 8 команда хутшăнчĕ. Вăйăсем Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкул тата "Паттăр" ФСК спорт залĕсенче иртрĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, грекпа римла кĕрешес енĕпе икĕ хут Европăн чемпионĕ ятне, тĕнче кубокне тивĕçнĕ Минсеит Тазетдинов, педагогика ĕçĕпе спорт ветеранĕ Рифкать Сафиуллов, Чăваш Республикинчи тутар наципе культурин автономийĕн председателĕ Фарид Гибатдинов, Чăваш Енри мăсăльман тĕн управленийĕн представителĕ Хайдар Сафиуллин, Э. Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Сания Калайбашева саламларĕç.

Финалти вăйăсене "Шăнкăртам", "Кивĕ Ахпỹрт", "МастерÇ", "Сăкăт", "Туçа" командăсем хутшăнма тивĕç пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна хуçасен, иккĕмĕшне Кивĕ Ахпỹртсен, виççĕмĕшне "МастерÇ" спортсменĕсем тухрĕç.

А. Калькин "Чи лайăх тапăнса вылякан" ("МастерÇ"), Р. Рахимзянов "Чи лайăх сыпăнтарса вылякан", И. Субханкуллов "Чи лайăх блокировка тăвакан" (Шăнкăртам ял тăрăхĕ), С. Викторов "Чи лайăх вылякан" (Кивĕ Ахпỹрт), А. Суворов "Чи çамрăк вылявçă" (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) номинацисене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1