Хоккейпа туслашсан – сывлăхпа пуян пулан

Категория: Публикации Опубликовано: 29.01.2020, 10:07 Просмотров: 117

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче юлашки çулсенче хоккейпа кăсăкланакансен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çитĕнекен ăрупа пĕрлех  аслăраххисем те коньки сырса алла клюшка тытаççĕ. Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче çеç Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкул çумĕнче Тимченкон ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе хуларинчен пĕрре те кая мар хоккей коробки хута кайрĕ.

Хальхинче вара Еленăпа Геннадий Тимченкăсен ыр кăмăллăх фончĕ тата Раççейри хоккей федерацийĕ тăрăшнипе Çĕнĕ Ахпÿрт тата Сăкăт ял тăрăхĕсенче «Юрататăп аттепе аннене тата хоккея» ятпа уяв  иртрĕ. Спорт мероприятийĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, «Ырă пăр» фондăн Атăлçи тăрăхĕнчи регион представителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, СССР спорт мастерĕ, Олимп резервĕсене хатĕрлекен ятарлă 4-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Олег Салтыков, Раççей Федерацийĕн спорт тĕпчевĕсен академийĕн генеральнăй директорĕ, «Ырă пăр» фондăн представителĕ Елена Хомко, Çĕнĕ Ахпÿртпе Сăкăт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Майрушкинпа Леонид Чернов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе «Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, «Олимп» хоккей командин тренерĕ Алексей Михайлов, хоккей командисем, çак вăййа кăмăллакансем хутшăнчĕç.

Ыр кăмăллăх фончĕ пушă алăпа килмен: Çĕнĕ Ахпÿртсене хоккей коробкине юртан тасатакан машина туянма грант тата тренировкăсем ирттерме тренажерсем илме 200 пин ытла тенкĕлĕх сертификат, Сăкăтсене хоккей тумĕ валли 500 пине яхăн тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Рудольф Васильевич Тимченкон ыр кăмăллăх фондне хоккей вăййине аталантарма  тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Чăннипех те вĕсем тăрăшнипе инçетре вырнаçнă регионсемпе районсенче çĕнĕ катоксем уçăлаççĕ. Ырă çынсен ырă «çимĕçне» хамăр та курса ĕнентĕмĕр ĕнтĕ.

Уяв кунне халалланă хоккей вăййисем çивĕч иртрĕç. Мала тухнă командăсене ыр кăмăллăх фончĕ парнесемпе чысларĕ. Çавăн пекех пухăннисем тĕрлĕ конкурспа эстафетăра та тупăшрĕç. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсен юррисем кăмăла уçрĕç.

А. Иванов

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика