Ачасен çитĕнĕвĕ - ашшĕ-амăш савăнăçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.01.2020, 11:21 Просмотров: 148

Çак кунсенче Алманчăри Сергеевсем патне Владислав ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен çыру килчĕ.

"Хисеплĕ Зинаида Валерьяновнăпа Валерий Владимирович! Сирĕн ывăлăр Владислав Сергеев тỹрĕ кăмăллă та дисциплинăллă салтак пулнине кăтартса пачĕ. Хăйĕн ăсталăхне юлташĕсемпе пайлама, вĕсене вĕрентме яланах хатĕррипе палăрчĕ. Çар хатĕрленĕвĕн тĕрĕслевĕпе лайăх паллăна тивĕçрĕ. Вăл ырă кăмăллă та сăпайлă, ĕçчен, хăюллă, шанчăклă салтак. Юлташĕсемпе командовани умĕнче авторитетлă.

Сире çакăн пек ывăл çуратса ỹстернĕшĕн тав тăватпăр. Эсир унпа чăннипех те мăнаçланма пултаратăр", - тесе çырнă çырура.

Владислав Сергеев шкулта ăс пухнă чухнех хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Вĕренỹре тăрăшуллă пулнă, унсăрăн пĕр мероприяти те иртмен. Вăл музыка аппаратурипе пĕлсе усă курса уявсене илем кỹнĕ.

Аттестат илсен Шупашкарти электротехнологи колледжĕнче "Пушар хăрушсăрлăхĕ" специальноçпа малалла вĕреннĕ. Пĕлтĕр вара Владислав Конституци умĕнчи тивĕçне пурнăçласа салтак аттине тăхăнчĕ. Сăмах май, çакна та каласа хăварас килет: Сергеевсем Станислав ывăлĕ ячĕпе те çар чаçĕнчен Тав çырăвĕ илнĕччĕ.

И. ФОМИНА. Алманчă

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика