Эсĕ пирĕншĕн чи хакли, ытарайми çыннăмăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 31.01.2020, 11:25 Просмотров: 130

Пирĕн юратнă çыннăмăр, анне, асанне, кукамай - Зинаида Ивановна Афанасьева- Именкасси ялĕнче пурăнать. Вăл мăшăрĕпе - Петр Михайловичпа -3 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, пĕлỹ илме, çемье çавăрма пулăшнă. Шел пулин те, мăшăрĕпе аслă ывăлĕ паянхи кун унпа юнашар мар - пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

Зинаида Ивановна - вăрçă ачи. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне вăл пĕчĕккĕ пулнă. Апла пулин те мĕн ачаран ĕçе кỹленнĕ, шкулта 7 класс вĕренсе тухсан Аслă Арапуçĕнчи крахмал заводĕнче ĕçлеме пикеннĕ.

Пĕве кĕрсе Именкасси ялне качча тухсан тỹрех колхоза ĕçе тухнă. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ял хушшинче хисепе тивĕçнĕ. Зинаида Ивановна - ĕç ветеранĕ. Вăл нумай Хисеп хутне, В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă медале, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята тивĕçнĕ. Ăна тăрăшулăхне кура темиçе хутчен те ял тăрăхĕн тата район Совечĕн депутатне суйланă. Халĕ те анне пĕрре те ахаль лармасть - кил-çуртра кăштăртатать.

Эпир хамăрăн юратнă çыннăмăра 80 çулхи юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, лăпкă та канлĕ ватлăх, тулăх пурнăç, çирĕп сывлăх сунатпăр. Тавтапуç сана, кил-çурт ăшшине упранăшăн, яланах ачусемпе мăнукусемшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, ыррине кăна пилленĕшĕн. Эсĕ пирĕншĕн пысăк тĕрев, эпир санран яланах ырă тĕслĕх илетпĕр, сан пек ĕçчен пулма тăрăшатпăр, санпа мухтанатпăр. Сар хĕвел ăшшипе киленсе, тăванусен хисепне туйса нумай-нумай çул пурăн. Турă панă кашни куну сана савăнăç парнелетĕр, сĕтел çийĕ çăкăр-тăварпа пуян пултăр. Эсĕ пирĕншĕн чи хакли, ытарайми çыннăмăр. (150).

Ывăлĕпе хĕрĕ, икĕ кинĕ, кĕрỹшĕ, 4 мăнукĕ, 3 кĕçĕн мăнукĕ, Нянинсен, Даниловсен çемйисем

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика