Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020 08:32 Просмотров: 157

Кашни ялтах ылтăн алăллă çынсем пур. Нумайăшĕ хăйсем вăй хуракан ĕçпе вĕренсе те тухман, апла пулин те чăн-чăн профессионал. Çут çанталăк панă пултарулăх темелле-ши çакна? "Ăстасен аллине Турă чуп тунă" тенине те илтнĕччĕ. Ун пек-и, кун пек-и, анчах çын хăй кăштах та тăрăшмасан нимĕн те пулмасть.

- Йывăçран тĕрлĕ япала ăсталасси мана кукаçирен куçнă пуль тесе шухăшлатăп. Ульяновкăна хăнана кайсан час-часах аннен ашшĕ шкафсем, çỹлĕксем ăсталанине пăхса тăраттăм, хамăн та пулассăн туйăнатчĕ. 8-9 класра вĕреннĕ чухне анне кỹршĕри Прокопий Иванович Краснов алă ăстирен кĕрепле валли авăр илсе каçнăччĕ, ăна тыткаласа пăхнă хыççăн хам туса пăхма шухăшларăм. Аванах пулчĕ. Çакăн хыççăн йывăçпа ĕçлеме пуçларăм, - тесе пуçларĕ калаçăва Ишлĕри П. Прокопьев.

Шăпа Павел Валерьевича хăй ертсе пынă тесен те йăнăш пулмасть. Салтака кайсан та йывăçран тĕрлĕ япала хатĕрлессипе тăрăшнă. Çартан таврăнсан татах эрешсем касса кăларакан юлташне тĕл пулать. Шăпах çак курнăçу унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл вăхăтра П. Прокопьев Елчĕк районĕнчи Питĕпел хĕрĕпе - Ольгăпа - мăшăрланса çемье çавăрнă. Республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта - тĕпленес шухăшпа пурăннă. Тусĕпе калаçнă хыççăн алли йывăçпа ĕçлессишĕн тунсăхланине туйса çуралнă тăрăха, Ишлĕне, таврăнать. Йĕппи ăçта, çиппи çавăнта, теççĕ мар-и-ха, арăмĕ те упăшкинчен юлман. Павел Валерьевич ывăлсенчен кĕçĕнни пулнă май мăшăр тĕп килте пурăнма пуçланă.

Йывăçран тĕрлĕ япаласем ăсталас тесен ĕç вырăнĕ кирлĕ. Пурăнакан çуртра кашни кун хăма савалаймастăн, пуртăпа чутлаймастăн тата ытти те. П. Прокопьев хăйне вăй хума 1998 çулта мастерской тунă. Урамран пăхсан вăл тăпăл-тăпăл кăна кирпĕч çурт. Кунта тăрăшма пур услови те пур. Павел Валерьевич пĕр пỹлĕмĕнче хăмасене касса тирпейлет, тепринче вара "тĕрĕ тĕрлекен" хатĕр вырнаçтарнă. Темшĕн мана вăл вырăс кăмакине аса илтерчĕ.

- Унччен пур эреше те алăпа касса кăлараттăм, икĕ çул каялла Вăрмарти Аслă Чак ялĕнчен ятарлă станок илсе килтĕмĕр. Ăна Леонид Николаев ỹнерçĕ туса пачĕ. Хамăра килĕшекен ỹкерчĕксене компьютерта тупатпăр та программа хатĕрлетпĕр. Станок хăйех ỹкерет. Ăслă техникăпа ытларах Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Антон ывăл тăрăшать. Халĕ ĕç чылай çăмăлланчĕ, тавар сăн-сăпачĕ те лайăхланчĕ, - терĕ калаçăва малалла тăснă май Павел Валерьевич.

П. Прокопьевăн алли чăннипех те ылтăн çав, вăл сĕтел-пукан, кроватьсем ăсталанисĕр пуçне район гербне сăнланă, православи тата мăсăльман тĕнĕсемпе çыхăннă япаласем, мунчара усă курмалли савăт-сапа тăвать. Антон та ашшĕнчен вĕренсе пырать. Вĕренỹрен пушă вăхăтра вăл яланах çывăх çыннипе пĕрле. Павел Валерьевича мăшăрĕ те час-часах пулăшать. Хăмасене якатмалла е сăрламалла чухне ăна яланах юнашар курма пулать. Настьăпа Юля хĕрĕсем те аслисем хĕрсех ĕçленĕ вăхăтра айккинче нихăçан та пăхса тăман.

- Ытларах юман тата хурăн йывăççисемпе вăй хуратăп. Çуртарнă хăмасене районти тата Шăмăршă тăрăхĕнчи пилорамăсенчен туянатăп. Халь шăпах 1979-1980 çулсенчи сивĕре шăнса аманса юлнă юмансемпе ĕçлеме тивет, вĕсен пахалăхĕ начартан ĕçе кĕртме питĕ йывăр. Çăкаран мĕн ĕлĕкех мунчара кирлĕ япаласене хатĕрленĕ, эпĕ те ваттисен йăлине пăсмастăп.

Ялта ĕç çук теме пăхаççĕ çамрăксем. Эпĕ вĕсен шухăшĕпе килĕшместĕп. Йывăçа чун кĕртме пĕлмен пулсан выльăх-чĕрлĕх ытларах усранă пулăттăм. Ывăла та професси илнĕ хыççăн тăван тăрăхрах тĕпленмелли пирки калатăп, - тет П. Прокопьев.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2