Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020 08:36 Просмотров: 156

Спортсмен, педагогика наукисен кандидачĕ, доцент, çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕ (1960 çул) РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ пулнă Аркадий Григорьевич Улангин пурăннă пулсан февралĕн 4-мĕшĕнче 90 çул (4.02.1930 - 22.05.1993) тултаратчĕ. Вăл Татмăшра çуралнă.

А. Улангин республикăра физкультурăпа спорта аталантарассишĕн нумай вăй хунă. 1959 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнчен (халĕ университет) вĕренсе тухнă хыççăн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Шупашкарти çамрăксен спорт шкулĕнче тренерта тата директорта ĕçленĕ. 1969-1989 çулсенче - И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн преподавателĕ, аслă преподавателĕ, доценчĕ, физвоспитани факультечĕн деканĕ, физвоспитанин теори никĕсĕн кафедрин заведующийĕ. Чылай çул Чăваш Енри марафон чупăвăн чемпионĕ тата рекордсменĕ, 1960 çулта СССР марафон чупăвĕнче пăхăр призер пулнă.

Наукăри тĕп ĕçĕсем Чăваш Енри физкультура юхăмне аталантарассипе çыхăннă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: "Основные этапы развития физкультурного движения в Чувашии", "Методика провдения занятий по ритмической гимнастике" (ытти авторсемпе пĕрле) тата ытти те.

х х х

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ (1998 çул) Александр Порфирьевич Табаков çуралнăранпа февралĕн 6-мĕшĕнче 100 çул (6.02.1920 - 21.03.2005) çитет. Вăл Патăрьелĕнче кун çути курнă.

А. Табаков - 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Мускавра ирттернĕ Çĕнтерỹ парачĕн участникĕ. Вăл 1939 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Учительте ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче миномет расчечĕн командирĕ, каярах батарея управлени взвочĕн командирĕ пулнă. 1946 çулта тăван тăрăха таврăнсан колхоз ертỹçинче, учительте, шкул директорĕнче, улма-çырла питомникĕн директорĕнче, Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищин директорĕнче тăрăшнă.

Çĕршыва хỹтĕленĕшĕн тата обществăпа политика ĕçне хастар хутшăннăшăн 1978 çулта ăна Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Унăн ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕр урам хисепленсе тăрать. Вăл Мухтав орденĕн III (1944 çул), II (1945) тата I (1945) степенĕсене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне тата медальсене тивĕçнĕ.

("Çулталăк кĕнекинчен".)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2