Ял тăрăх пуçлăхĕн парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020, 08:38 Просмотров: 286

Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çулленех иртекен волейбол турнирне хальхинче пилĕк команда хутшăнчĕ. Ял тăрăхĕнчи клубсенче, предприяти-организацисенче ĕçлекенсем Первомайски культура çурчĕн спортзалĕнче черетпе пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Хĕрÿ вăйăсенче Певомайскинчи культура çурчĕн ушкăнĕ пĕрремĕш, Сителсем иккĕмĕш, Каншелсем виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Мала тухнă командăсене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Çавăн пекех вăл ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн Валерийпе Лев Никитинсене, Юрий Михалукова, Леонид Шашкина, Алексей Такташкина тата Илья Хомуткина тав туса хăварчĕ, спорт ветеранĕсене Владимир Секретовпа Арсентий Иванова та ырăпа асăнчĕ.

И. Лякова

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика