Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020 08:40 Просмотров: 156

Республика урлă —çĕнĕ трасса

Пысăк хăвăртлăхлă çĕнĕ çул Чăваш Енри 6 район витĕр иртĕ. Ку вăл Мускав-Чулхула-Хусан трасса. Унăн вăрăмăшĕ пирĕн республикăра 94 километр пулĕ. Çакна Чăваш Ен Транспорт министерстви пĕлтернĕ. Ку çул пĕтĕм тĕнчери транспорт коридорне кĕмелле /Çурçĕр Европăран пуçласа Хĕвел Анăç Китай таран/, Европăн тата Азин экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетмелле. Мускав-Чулхула-Хусан пысăк хăвăртлăхлă автоçула мĕнлерех йĕркелес ыйтăва янврĕн 29-мĕшĕнче сӳтсе явнă. Чăваш Ен транспорт министерстви палăртнă тăрăх, Европăпа Хĕвел Анăç Китай коридорне кĕрекен М-12 трасса пирĕн экономикăна аталанма, автомобилистсене кирлĕ çĕре хăрушлăхсăр çитме пулăшĕ. Çул тăвас ĕçе 2022 çулта пуçлама, 2027 çулта вĕçлеме палăртнă. 2020-2021 çулсенче трассăна проектлĕç.

Пĕтĕмĕшле М-12 автоçул тăршшĕ 729 километрпа танлашĕ. Вăл 4 полосаллă пулĕ.

Çĕнĕ тытăм вăя кĕрет

Мартăн 1-мĕшĕнчен тухтăр патне кĕме электрон майпа Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă кăна çырăнма пулать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинчи медицина организацийĕсене пĕрлештерсе тăракан пĕрлехи информаци тытăмне çĕнетессине 2020-2024 çулсенче малалла пурнăçлĕç.

Шупашкарта 1-мĕш класа йышăнаççĕ

Шупашкарти шкулсенче 1-мĕш класа заявленисем йышăнма пуçланă. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ заявление «Е-Услуги. Образование» автомат информаци тытăмĕпе усă курса регистрацилеме май пур. Çакна пурнăçламашкăн ашшĕ-амăшĕн хăйсем тĕллĕн е пĕлÿ паракан учрежденире Вĕрентÿ порталĕнче даннăйсене çырмалла. Çирĕплетнĕ территорире регистрациленменнисене июлĕн 1-мĕшĕнче заявлени çыртарĕç. Сăмах май, 2020-2021 çулсенчи вĕренÿ çулĕнче Шупашкарта пĕлÿ паракан 62 учреждени ĕçлĕ, 57-шĕнче 1-мĕш класа заявлени йышăнĕç. Кăçал 7700 ача парта хушшине лармалла.

Сыхланни пăсмасть

Республикăри медицина катастрофисен тата васкавлă медпулăшу центрĕн специалисчĕсем коронавирус ернĕ пациента пулăшу парас тĕлĕшпе вĕренÿ ирттернĕ. Шупашкарти 1-мĕш клиника больницине пĕр «пациент» сипленме пынă. Унăн ÿт температури ÿснĕ тата вăл хытă ÿсĕрнĕ. Терапевт йышăннă хыççăн вăл нумаях пулмасть Китайри Ухань хулинчен таврăнни паллă пулнă. Çивĕч лару-тăрăва шута илсе специалист медицина катастрофисен тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнчен оперативлă ушкăна чĕнсе илет. Хулан 1-мĕш клиника больницинчи пÿлĕмсене тасатма пикеннĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче чирлисене поликлинкăна кĕме чарнă. «Кĕме юрамасть. Карантин», - тесе çырса çапнă. Вĕренÿ вĕçленсен больница йăлана кĕнĕ йĕркипе ĕçленĕ.

Билет халех сутаççĕ

Çулла Шупашкартан Крыма вĕçме палăртатăр-и? Билетсене халех туянма пулать. Кун пирки тĕп хулари аэропорт пĕлтерет. Симферополе илсе çитерекен самолет июнĕн 5-мĕшĕнче пĕрремĕш рейс тăвĕ, иккĕмĕшĕ – тепĕр эрнерен.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Март 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 29 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5