ЧР Министрсен Кабинетне отставкăна янă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020, 08:40 Просмотров: 279

Чăваш Республикин  Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев январ.н 31-м.ш.нче Правительство членĕсемпе курнăçнă май Министрсен Кабинетне отставкăна яни çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ.

Çав вăхăтрах министрсене хăйсен тивĕçĕсене малалла пурнăçлама сĕннĕ — çĕнĕ йышăнусем пуличчен, «и.о.» статуспа.

Çав «çĕнĕ йышăнусем» вăрах кĕттермĕç, республика ертÿçи вĕсем çывăх вăхăтрах пулассине çирĕп-

летнĕ. Малтан министр тивĕçĕсене пурнăçлакан кашни çынпа тивĕçлĕ консультацисем пулĕç, Олег Николаев кашнин вăл е ку должноçри шăпине вĕсем хăйсем яваплă сферăсенчи ĕçсене мĕнле йĕркеленине кура татса парĕ.

Олег Николаев Конституцие улшăнусем кĕртессин пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă, умра çавăн пекех — влаçăн пĕр пĕтĕмĕшле тытăмне йĕркелессипе çыхăннă пысăк ĕç. Вăл чылай чух шăпах влаçăн регион тата муниципалитетсен шайĕнчи сыпăкĕсен чиккинче нумай ыйту çуралнине палăртнă май вĕсене çураçтармалли çинчен каланă. Çавăн пекех наци проекчĕсене пурнăçлассишĕн çирĕп ыйтасси пирки асăрхаттарнă. Мĕншĕн тесен ку халăх пурнăçĕн пахалăхне тÿррĕнех пырса тивет. Çынсен пурнăçĕн шайĕ вара — власть ĕçне хакламалли тĕп индикатор.

Кĕске тĕл пулăва Олег Алексеевич пурне те ĕçшĕн тав тунипе вĕçленĕ.

А. Иванов

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика