Улталаççĕ! Асăрханăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020, 08:49 Просмотров: 279

ÇАК кунсенче ЧР ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăри МИХ хатĕрĕсенче мошенниксем çынсене улталаса пĕр талăкра çур миллиона яхăн тенкĕ укçана сăптăрса илни пирки çырчĕç. Пĕрремĕш тĕслĕхĕ Шупашкарта пулнă. Палламан çын банк ĕçченĕн "ролĕнче" вылянă, ача амăшне унăн банк картти çинчен такам укçа куçарса илме хăтланни пирки каланă. Калаçнă май ултавçă хĕрарăмăн тепĕр счечĕ пирки те пĕлнĕ. Унта 500 пин тенке яхăн упранать-мĕн. Мошенник çакна илтсен ăна "вăхăтлăх" счет çине 318 пин тенкине куçарса хума ỹкĕте кĕртнĕ те хăй çухалнă.

Тепĕр тĕслĕх Канашра пулса иртнĕ. Каллех ултавçăна ĕненсе ача амăшĕ 151 пин тенкĕсĕр юлнă.

Хаклă вулаканăмăрсем, сире те çакнашкал шанăçа кĕрсе хитре калаçакансем шăнкăравлама пултараççĕ. Асăрханăр, ют çынна хăвăрăн банк карттин реквизичĕсене тата вăрттăн парольсене темĕнле пусахласа ыйтсан та ан калăр. Енчен те ỹкĕте кĕртме хăтланаççĕ пулсан çийĕнчех район полицине 6-14-92 телефонпа пĕлтерме васкăр!

Яндекс.Метрика