Спорт пурне те туслаштарать

Категория: Публикации Опубликовано: 05.02.2020 09:01 Просмотров: 170

Январĕн 31-мĕшĕ район историйĕнче тепĕр паллă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче пуçласа "Стартран олимп тỹпемĕ патне" спорт форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри физкультурăпа спорт министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Богатаров, районăн паллă спортсменĕсем, спорт ветеранĕсем, тренер-преподавательсем, физкультура учителĕсем, çамрăк спортсменсем, çемйипе спортра ỹсĕм тунисен династийĕсем, район чысне республикăра, унăн тулашĕнче хỹтĕлекенсем хутшăнчĕç.

"Физкультурăпа спорта аталантарасси патшалăхăн социаллă политикин пĕр енĕ шутланать. Халăха вĕсемпе туслаштарни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарни çынсен пурнăç шайне лайăхлатма пулăшать. Çитĕнекен ăрăва çак çул çине тăма явăçтарнине питех те вырăнлă тесе шутлатăп",- терĕ Рудольф Селиванов пухăннисене уяв ячĕпе саламласа.

2019 çулта районта "Спорт энциклопедийĕ" кĕнекен пĕрремĕш томне кăларнă. Форумра ăна презентацилерĕç. Энциклопедие районти 700 ытла спортсмен ячĕ кĕнĕ, вĕсен çитĕнĕвĕсене çутатнă. Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Пикшик ял тăрăхĕсенчен уйрăмах йышлăн унта. Чылайăшĕ кĕнеке пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Унта кĕнисемшĕн вăл чăн-чăн палăк вырăнĕнчех. Кĕнеке ентешсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланма май парать. Вĕсем пек пулма хавхалантарать. Муниципалитет историне çырăнса юлни савăнтарать. Районăн 2019 çулхи физкультурăпа спорт ĕçĕ-хĕлĕпе тата умра тăракан тĕллевсемпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе ФСК "Паттăр" директорĕ Алексей Краснов паллаштарчĕ.

Пирĕн район физкультурăпа массăллă спорта аталантарас енĕпе республикăра малтисен йышĕнче тăрать. Çакна чылай кăтартупа çирĕплетме пулать. Эпир Рассых Бикчурин, Александра Деверинская, Фаина Краснова çăмăл атлетсемпе, Борис Глинкин кире пуканĕ йăтаканпа, икĕ хутчен тĕнче чемпионки, тĕнче кубокне тивĕçнĕ, маунтинбайк енĕпе Пекинри олимпиадăн пăхăр призерĕпе Ирина Калентьевăпа, Минсеит Тазетдинов, Зефер Якушев кĕрешỹçĕсемпе, Иван Калля Раççей рекордсменĕпе, велокросс енĕпе икĕ хутчен СССР чемпионачĕн пăхăр призерĕпе Анатолий Савельевпа тата ыттисемпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Халĕ вĕсене улăштаракан малашлăхлă çамрăк спортсменсем çитĕнеççĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 217 спорт сооруженийĕ, 32 спорт зал, 2 бассейн, 1 стадион, 8 хоккей коробки, 12 йĕлтĕр трасси ĕçлет.

Район халăхĕн 46 проценчĕ куллен спортпа пиçĕхес ĕçе хутшăнать (республикăра çак кăтарту 44,8 процентпа танлашать). Спорта аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлесе пынине пула кăтартусем те япăх мар. Тĕнче шайĕнчи çитĕнỹсене палăртмасăр иртме çук. 2019 çулта Румынире йывăр атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртрĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче çамрăксен йышĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче малтанхи утăмсем тунă Нăрваш Шăхалĕнчи Наталья Шайманова та пулчĕ. Наталья унта виçĕ медале тивĕçнипе пĕрлех тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ.

Вăтаелĕнчи Владиславпа Эдуард Кудрявцевсем мăшăр кĕрешỹре тĕнче чемпионĕсем пулчĕç.

Хусанта иртнĕ кĕрешỹçĕсен тĕнче шайĕнчи тупăшăвĕнче Тутар Сăкăтĕнчи Инсаф Хакимов кĕмĕл призер пулчĕ.

Футболистсемпе хоккеистсен çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ. Çавăн пекех 18 спортсмен Раççей шайĕнче чемпионпа призер шайне çитрĕç. 10-шĕ федерацин Атăлçи округĕнче, 103-шĕ республика чемпионачĕсенче палăрса савăнтарчĕç.

Ринат Сафинпа Александр Эриванов "Раççей спорт мастерĕ" ята илни кăмăллă. 9 спортсмен спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарчĕ тата ытти те.

Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн 55 ушкăнĕнче, 13 уйрăмĕнче пин ытла ачана спортпа пиçĕхтерес енĕпе 25 тренер-преподаватель тăрăшать. Районти кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех спорт шкулĕн филиалĕсем пур.

Шкул ачисем хушшинче 21 енпе, ял тăрăхĕсем хушшинче 10 енпе спартакиадăсем иртеççĕ.

Район территорийĕнче спортăн 19 федерацийĕ ĕçлет. Çулленех паллă ентешсен ячĕпе 20 ытла ăмăрту пулать.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал форум йĕркелени ăрурун ăрăва куçса пыракан спортсменсене тĕл пултарма, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллашма май пачĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2