Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020 10:27 Просмотров: 175

Канашлу иртнĕ

Февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципаллă районсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсемпе тата муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернӗ. Ларура Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Çырăвĕнче палăртнă наци проекчĕсене тата задачăсене пурнăçламалли ыйтусене, çавăн пекех республикăн муниципалитет пĕрлĕхĕсен территорийĕсене комплекслăн аталантарассипе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисене – юбилей медалĕсем

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче вăрçă ветеранĕсене — 12 çынна — «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕсем панă. Мероприятие уçнă май Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2020 çула Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ тесе пĕлтернине аса илтернĕ. «Кăçал хаяр вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çакă — эсир çапăçу хирĕсенче кăтартнă паттăрлăхăн тата тылра ырми-канми вăй хунă çынсен ĕçĕн пĕрлехи кăтартăвĕ. Эсир Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă. Тайма пуç сире!» — тенĕ вăл. Олег Николаев Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа çĕршывра юбилей медалĕсем кăларнине, çак наградăна Чăваш Енре 10 пине яхăн çын илессине пĕлтернĕ.

Урам шăлакансене чысланă

Шупашкарта урам шăлакансен конкурсне ирттернĕ. Чи лайăххисене укçан хавхалантарнă. Тĕп хулари Ленин районĕнче конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна Маргарита Харитонова тухнă. 59-ти хĕрарăм каланă тăрăх, ĕçĕн чи лайăх енĕ — уçă сывлăшра нумай çÿрени. Вăл 4 сехетрех ура çинче, 5 сехете ĕçе çитет. Маргарита Семеновна 11-мĕш çул ĕнтĕ алăран шăпăр ямасть. Хĕрарăмăн ĕçне тивĕçлипех хакланă: 15 пинлĕх сертификат тыттарнă. Иккĕмĕш вырăнта — Василий Катков. Вăл урам шăлакансен династине тăсать: кашни кунах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçе васкать. Петр Филимонов виççĕмĕш вырăна тухнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2