Ылтăн, симĕс, кевер туй, савăнма сăлтавĕ пур!

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020 10:37 Просмотров: 139

ФЕВРАЛЬ уйăхĕ пысăк юбилейсемпе çеç мар, сумлă туй паллисемпе те пуян. Вун виçĕ çемье хăйсен ылтăн, çулçă евĕр сип-симĕс (изумруд), кевер (бриллиант) туйĕсене паллă тăваççĕ. Туçари Геннадийпе Валентина Бадановсем, Ыхра Çырминчи Минехалимпа Гельзиган Вахитовсем, Турханти Николайпа Агафия Ершовсем, Çĕньялти Юрийпе Нина Антоновсем мăшăрланса пĕр сукмак такăрлатма пикенни çак уйăхра çур ĕмĕр тулать. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Николайпа Зинаида Едифановсем, Тутар Сăкăтĕнчи Гиниятуллапа Сания Салиховсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Венияминпа Анастасия Ивановсем, Сăкăтри Федорпа Клавдия Правительсем, Шăнкăртамри Алляметдинпа Султания Мустафинсем, Пăлакассинчи Арсентийпе Зоя Хитровсем тата ытларах - 55 çул -пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ мăшăр - Шăнкăртамри Минналимпа Бибирафига Земдихановсем , Ыхра Çырминчи Небиуллапа Римма Зейнетдиновсем, Шăнкăртамри Мансурпа Султания Самаринсем 60 çул алла-аллăн çавтăнса утаççĕ. Ватăсем пурте ĕç паттăрĕсем, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ çынсем.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3