Налук ыйтăвĕсене сỹтсе явнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020 10:50 Просмотров: 133

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов РФ налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕпе Вячеслав Антоновпа тĕл пулнă.

Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче район территорийĕнче мĕн пур шайри бюджета мĕнле тупăш кĕрсе пынине сỹтсе явнă, 2020 çулхи тĕллевсене палăртнă. Çавăн пекех ведомствăсем хушшинчи комиссин районăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕрекен тупăша ỹстерес, налук службипе тачă çыхăнура ĕçлесе çынсене вăхăтра ĕç укçипе тивĕçтерес ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Сăмах май каласан, 2019 çулта ведомствăсем хушшинчи комисси 31 лару ирттернĕ, вĕсенчен 23-шне вырăнти ял тăрăхĕсене тухса йĕркеленĕ. Унта 200 ытла организаци-предприятие, харпăрлăх формиллĕ предпринимательсене, пин ытла çынна чĕннĕ. Çулталăк тăршшĕпе ведомствăсем хушшинчи комисси тăрăшнипе 2 миллион тенкĕ тĕрлĕрен налук парăмĕ бюджета, унăр пуçне 1508,6 пин тенкĕ Пенси фондне тата социаллă страховани фондне кĕнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3