Тăрăшуллă çамрăксем

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020, 11:02 Просмотров: 278

Денис Матюшкин Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренет. Кашни урока тĕплĕн хатĕрленнĕрен "пиллĕк" паллăсем çеç илет. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Шырав-тĕпчев ĕçне анлăн явăçать. Сыпăнтаруллă калаçма, тарăннăн шухăшлама, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума пĕлет. Шкулти ача-пăча обществăлла организацийĕн лидерĕ вăл. "2019 çулхи чи лайăх вĕренекен" ята тивĕçнĕ.

Пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курать каччă. Тĕрлĕ интеллектуаллă конкурса, предмет олимпиадисене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрать. Физкультурăпа, ОБЖпа шкул тата район олимпиадисенче пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара регион тапхăрĕнче призер пулчĕ.

Куçăмсăр майпа йĕркелекен, дистанциллĕ олимпиадăсемпе конкурссене те хутшăнать Денис. Вырăс чĕлхипе тата литературипе тĕнчери "Пысăк олимпиадăра" иккĕмĕш степеньлĕ диплома, акăлчан чĕлхипе "Старт" конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе чупса, ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕр хутчен çеç мар район, республика ăмăртăвĕсенче мала тухрĕ. "Советская Чувашия" хаçат парнисемшĕн ирттернĕ эстафетăра çĕнтерỹçĕ пулчĕç. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем Дениссăр иртмеççĕ. "Юнармия", "Раççей çамрăкĕсем", "Доброволец" волонтер командин членĕ те вăл. ГТОн ылтăн паллине илнĕ.

Çамрăкăн интересĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл хутшăнмасăр класри, шкулти пĕр мероприяти те иртмест тесен те юрать.

Сăпайлă та тỹрĕ кăмăллă çамрăк. Аппăшĕн ырă тĕслĕхне мала хурса çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕн - физкультурăпа вĕрентекен Владимир Васильевичпа акăлчан чĕлхипе пĕлỹ паракан Ирина Николаевнăн - шанăçне тỹрре кăларасси куç умĕнче.

Максим Молочников вара 11 класа çỹрет. Вĕрентỹре каллех кăтартуллă. Урокра тимлĕ итлесе ларнипе тĕплĕн астуса юлать. Тирпейлĕ,тăрăшуллă ача хăйĕнчен мĕн килнине пурне те тăвать. Пуçарулăхпа палăрать, наука тата культура çĕнĕлĕхĕсемпе интересленет. Истори, ОБЖ, обществознани, физкультура предмечĕсем патне интересĕ пысăк.

Пулас выпускник шкулта, районта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Физкультурăпа регион шайĕнчи олимпиадăра икĕ хутчен призер пулчĕ. Çамрăк армеецсен "Атăлçи Зарници" юхăмĕн финалти вăййисен призерĕ вăл. Çăмăл атлетикăпа, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, хоккейла выляссипе, шывра ишессипе темиçе хутчен те çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулнă. Портфолиора дипломсемпе грамотисем çителĕклех.

Пĕлĕвне хăй тĕллĕн те ỹстерме тăрăшать Максим. "Математика тĕнчи", "Çамрăк лингвист", "Çăмăл атлетика", "Ирĕклĕ майпа кĕрешесси" кружоксемпе секцисене çỹрет.

2017-2018 вĕренỹ çулĕнче каччă шкулта "Çулталăк спортсменĕ" ята тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вара "Çулталăк вĕренекенĕ" пулнă.

Обществăлла тивĕçсене кăмăлтан пурнăçлать Максим. Юлташĕсен шухăшне мала хурать. Хăйĕн сĕнĕвне пама пултарать. Яваплăха хăй çине илме пĕлет. Йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмасть. Умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçлатех. Шкултан вĕренсе тухма хатĕрленнĕрен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене тивĕçлĕ тытма ĕмĕтленет. Консультацисене сиктермесĕр çỹрет. Вĕренỹ тата кану вăхăчĕсене пĕлсе усă курма тăрăшать.

Ывăлĕн çитĕнĕвĕ ашшĕпе амăшне - Сергей Анатольевичпа Екатерина Петровнăна - савăнтарать.

Максимпа Денис ытти ачасемшĕн, юлташĕсемшĕн кăтартуллă пулни куç кĕретех.

А. КАПИТОНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика