Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 07.02.2020 15:45 Просмотров: 139

Биолог-ученăй, биологи наукисен докторĕ (1997 çул) Иван Михайлович Селиванов профессор (2000), академик (2001) Кĕçĕн Арапуçĕнче 1950 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче çуралнă.

И. Селиванов - Хусанти ветеринари институтĕнче ăс пухнă. Ĕç çулне вăл "Герой" колхозра тĕп ветеринари врачĕнчен пуçланă. ВЛКСМ райкомĕн оргпайĕн заведующийĕнче, секретарĕнче тăрăшнă. Вологодски сĕт институчĕн доценчĕ, деканĕ пулнă. 1992 çулта - Раççей Федерацийĕн Чăваш Енри патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ. Çак вăхăтри ял хуçалăх выльăхĕсене йăлана кĕмен мелсемпе сиплессипе тата профилактика тăвассипе - лазер терапийĕпе, фитомагнитерапипе - усă курма пикеннĕ. Чăваш Енри ветеринари служби Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсемпе, ют çĕршывсемпе çыхăну тытма пуçланă. 1998-2000 çулсенче- Атăлçири Пĕтĕм тĕнчери уçă университечĕн ректорĕ. 2000-2006 - Мускав патшалăх университечĕн ĕçлевлĕх биологийĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕн директорĕ. 2003 çулта Раççейри биотехнологсен Пĕтĕм Раççейри обществине йĕркеленĕ тата ертсе пыма пикеннĕ. 2006-2013 çулсенче - Технологин тата управленин регионти институчĕн, 2014 - Технологипе управлени академийĕн ректорĕ.

Ентешĕмĕр 300 ытла наукăпа вĕрентỹ ĕçĕн, 3 монографин, 5 патентăн тата 8 изобретенин авторĕ. Çавăн пекех вăл "Патăрьел энциклопедийĕ" тата "Патăрьел районĕн астăвăм кĕнеки" кĕнекесене йĕркелекен авторсенчен пĕри.

("Çулталăк кĕнекинчен".)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1