Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020, 09:42 Просмотров: 215

Чăваш автономи облаçĕн 100 çулхи юбилейĕн официаллă логотипне çирĕплетнĕ. Ăна Шупашкар ÿнер училищин преподавателĕсемпе студенчĕсем туса хатĕрленĕ. Республика юбилейĕн логотипĕ фестивальсемпе конкурссен пичет продукцине, ялав конструкцийĕсене, сувенирсене илемлетĕ. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине тата Республика кунне уявламалли лапамсене те пĕр стиле пăхăнса капăрлатма йышăннă.

 «Çĕнĕ хулари» çĕнĕ шкул Атăл тăрăхĕнче чи пысăкки пулĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕкленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çитсе курнă. Строительствăна «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пысăк шкул пулĕ. Унта харăсах 1600 ача вĕренме пултарĕ. Олег Николаев тата унпа пĕрле пынисем: ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Грищенко, ЧР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов, ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ыттисем строительство ĕçĕпе паллашнă, вĕрентÿ кабинечĕсене, спорт зала тата ыттине те кĕрсе тухнă, ĕçе хăвăртлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Тухтăр патне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çырăнмалла

Тухтăр патне çырăнас тесен малашне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне (ПППП) кĕме тивĕ. Çĕнĕлĕх мартăн 1-мĕшĕ хыççăн вăя кĕрĕ. Асăннă портал урлă халĕ те çырăнма пултарнă-ха. Компьютер, планшет-телефон урлă интернета кĕрекенсенчен самай пайĕ çапах та хăнăхнă йăлапа – республикăра йĕркеленĕ электрон регистратурăпа – усă курнă. Малашне вара электрон регистратура урлă çырăнаймăпăр. Тÿрех палăртар: больницăсенчи регистратурăсене çитсе е унта шăнкăравласа, Шупашкарта вара колл-центрсем урлă çырăнма малашне те май килĕ. Тухтăрсем патне тÿлевлĕ йышăнăва каякансем вара электрон регистратурăпа усă курайĕç.

Вертолет лапамĕсем йышланĕç

Республикăри катастрофа медицини тата васкавлă пулăшу центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре кăçал больницăсем валли 5 вертолет лапамĕ хатĕрлеме палăртнă. Вертолет лартмалли лапамсем пысăк, нумай профильлĕ организацисенче пулĕç. Вĕсем регионти санитари авиацине аталантарма пулăшĕç. Унсăр пуçне кăçал республикăна васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан 53 автомобиль килсе çитмелле. Çакнашкал машинăсен автопаркне вара 100 проценчĕпех çĕнетĕç. Пĕтĕмпе 2020 çулта 32 медицина организацийĕн пурлăхпа техника базине çĕнетме тата сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ обьекчĕсене тума 1 млрд тенкĕ уйăрассине палăртнă республика центрĕн хыпарлавĕнч

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика