Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020 09:53 Просмотров: 52

Психолог, психологи наукисен докторĕ (1979), профессор (1980), Раççей вĕрентỹ академийĕн действительнăй членĕ (1989), Тутар Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994) пулнă Рафаил Хайруллович Шакуров Ыхра Çырминче 90 çул каялла (13.02.1930 - 24.06.2013) çуралнă.

Р. Шакуров - Хусанти патшалăх университечĕн выпускникĕ. Вăл хăйĕн ĕç çулне Хĕвел анăç çурçĕр чукун çулăн 15-мĕш чукун çул шкулĕнче учительтен тата директортан пуçланă. 1966-1976 çулсенче Украина наука академийĕн психологи институчĕн лабораторийĕн заведующийĕнче, наука сотрудникĕнче тăрăшнă. СССР педагогика наукисен академийĕн (Хусан) профессилле техника хатĕрлев институчĕн психологи управлени лабораторине ертсе пынă, директор çумĕ пулнă. 1984-1986 çулсенче Украина наука академийĕн философи институчĕн çамрăксене воспитани паракан пайăн аслă наука сотрудникĕ. 1986 çултан Раççей вĕрентỹ академийĕн ятарлă специальность пĕлĕвĕн институтĕнче, 1997 çултан пĕрлех Атăлçи уйрăмĕн председателĕнче те вăй хунă. Хусанти патшалăх технологи университечĕн социаллă педагогикăпа психологи кафедрин профессорĕ пулнă.

Р. Шакуров - социаллă психологи облаçĕнчи тĕп ученăйсенчен пĕри. 400 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 36 монографи, учебниксем, вĕрентỹ пособийĕсем тата ытти те. Нумайăшне ют чĕлхене куçарнă, преподавательсемпе студентсене усă курма сĕннĕ.

Тĕп изданисем: "Человек формируется с детства", "Психология детства", Социально-психологические основы управления педагогическим коллективом", "Творческий рост педагога" тата ытти те.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Февраль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 1