Наци проектне пурнăçа кĕртсе

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020, 09:56 Просмотров: 224

"Ку чухнехи шкул" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн тĕп тата хушма пĕлỹ памалли программăна пурнăçа кĕртсе республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсенче 2019 çулта цифрăллă тата гуманитари профильлĕ "Точка роста" центрсем 40 уçнă. Пирĕн районта çак савăнăç Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсене çитнĕ. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех пỹлĕмсене хатĕрлеме, сĕтел-пуканне, оборудованисене туянма 1,6 миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Центрсенче технологи, информатика, ОБЖ предмечĕсене вĕрентме DJI Mavi, Ryze Tello квадрокоптерсем, ноутбуксем, 3Д принтер, интерактивлă комплекс, манекенсем, фотоаппаратсем, шахматла выляма вĕренмелли комплектсем тата ыттисем те пур. Вĕсенче ачасене пĕлỹ пама педагогсем квалификацине ỹстермелли курссенче пулнă.

Кăçал та "Вĕрентỹ" наци проектне пурнăçа кĕртесси малалла пырать. Республикăри ялти шкулсенче тата цифрăллă, гуманитари профильлĕ 42 "Точка роста" центрĕсем уçма кирлине палăртнă. Çакă савăнтарать. 2020 çулта пирĕн районта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Э. Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулсене, 2021 çулта вара Шăнкăртамри пĕрремĕш, Сăкăтри, Турханти, Ыхра Çырминчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Туçари, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсене çакнашкал çĕнĕлĕхсем çитмелле.

Ялти шкулсенче вĕренекенсем те ку чухнехи паха пĕлĕве илме пултарни чăннипех те савăнтарать.

Ю. МУСТАЕВА, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика