Ырра вĕрентекен юрăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020 09:57 Просмотров: 118

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта "Çар юррисен" фестивалĕ иртрĕ. Ăна Астăвăмпа мухтав çулталăкне халалланă. Фестивале 11 классем "Священная война" юрăпа уçрĕç. Пĕрремĕшсем "У деревни Крюково", виççĕмĕшсем "Смуглянка" шăрантарчĕç. "В землянке", "Огонек", "Три танкиста", "Наша родина", "Весна 45-го года", "Катюша", "Алеша", "Синий платочек" тата ытти юрăсене пĕлмен çынах та çук-тăр.

Çĕнтерỹ юррине вара ачасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ мăнаçланса юрларĕç.

Концертăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Вăл ачасене тăван çĕршывшăн хăпартланма, çĕнтерĕве хĕç-пăшалпа, тылри хастарлăхпа çывхартма хутшăнннисене хисеплеме, асра тытма вĕрентет.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3