Çỹп-çап паян та калаçтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020, 10:07 Просмотров: 216

2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен республикăра йăлари хытă каяш çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркелесе ячĕç. Çырма-çатрара, вăрмансенче, çул хĕррипе лартнă йывăçсем хушшинче е пĕр сăмахпа каласан ăçта килнĕ унта çỹп-çап выртни те çак утăма хистерĕ пулмалла. Малтанласа михĕсемпе ятарлă вырăнсене туха-туха пăрахнă пулсан 2019 çулта профнастилпа карта тытнă, бетонпа хытарнă лаптăксене 775 контейнер вырнаçтарнă. Тата та илсе килмелле-ха. Эрнере пĕр кун "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисем вĕсене килсе пушатаççĕ. Йăлтах йĕркеленсе кайнă теме те пулать, анчах çỹп-çапшăн тỹлекенсем, республикăри ытти тăрăхсемпе танлаштарсан, сахалтарах. Хальхи вăхăта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен 49,98 проценчĕ (50 процент теме те пулать) парăмпа вăхăтра татăлса пырать. Кăтарту иртнĕ çул вĕçĕнче 35 процентпа çеç танлашнине шута илсен ỹснĕ, анчах пĕрех лайăх тесе калама çук. Çак тата ытти ыйтусене хускатрĕç район администрацийĕн Пысăк залĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Енри строительство, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министерствин инженерипе коммуналлă инфратытăм пайĕн консультанчĕ О. Романова тата "МВК" Экоцентр" пĕрлешĕвĕн представителĕ Е. Майрин. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Ф. Ямалетдинов хутшăнчĕ.

Мероприяти ыйту-хурав мелĕпе иртрĕ. Пухăннисем халăха пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç. "МВК "Экоцентр" пĕрлешỹ никам та пурăнман пушă килсен, çурт-йĕр тума лаптăк уйăрса панă çынсен ячĕпе те квитанцисем тăратать. Ял тăрăх пуçлăхĕсем çакнашкал хуçалăхсен списокне туса панă, анчах витĕмĕ сахалтарах. Çавна май регион операторĕн представителĕпе пĕрле хăш-пĕр яла çитсе тĕрĕслевсем йĕркелесси пирки те сăмах пуçарчĕç.

Унччен хытă каяш çулталăкра пĕр çын пуçне вăтамран нормативпа килĕшỹллĕн 2,02 кубла метр тивет тесе палăртнăччĕ, анчах сезонри тĕрĕслевсем хыççăн 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăл 1,57 кубла метрпа танлашнă. Çỹп-çап калăпăшĕ пĕчĕкленнĕ май тỹлемелли хака та чакарнă. Халĕ пĕр çын пуçне 47,56 пус кăларса хума тивет. Нумай ачаллă çемьесемшĕн ку хак та пĕчĕккĕ мар. 5-6 пепкеллисен сахалтан та уйăхсерен 300-400 тенкĕрен кая мар тăкакланмалла. Вĕсене валли çăмăллăхсем пур, анчах субсиди илес тесен парăмпа кашни уйăхра вăхăтра татăлса пымалла.

Ял тăрăх пуçлăхĕсем халăхра коммуналлă хытă каяшпа çыхăннă ыйтусем нумаййине шута илсе "МВК "Экоцентр" пĕрлешĕвĕн представителĕсене граждансен пухăвĕсене хутшăнма, çынсемпе тỹрремĕн калаçăва тухма сĕнчĕç.

Канашлура регион операторĕпе индивидуаллă предпринимательсемпе юридика сăпачĕсем хушшинче хытă каяша илсе тухассипе килĕшỹсем çырассипе тата вĕсене улшăнусем кĕртессипе те калаçу пуçарчĕç.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика