Аслă Арапуçсем - "Авангард" тусĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020 10:11 Просмотров: 132

КОМПЬЮТЕР ĕмĕрĕ вăй илсех пырать пулин те халăхра хаçат-журнала алăпа тытса вулакансем чылай-ха. "Чун апатне" чăтăмсăррăн кĕтекенсем Первомайскинче те сахал мар. Аслă Арапуçсем районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн тусĕсем. Вĕсем кашни çырăнтарăвах хастар хутшăнаççĕ. МИХ хатĕрĕ хальхи вăхăтра пурнăç "барометрĕ" пулнине лайăх ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен кун-çул таппинчен юлас мар тесен чăн малтан хаçатпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ-çке. Çак кунсенче Первомайски ял клубĕнче йĕркеленĕ вулав сехечĕ те хаçат тусĕсен хастарлăхне тепĕр хут çирĕплетсе парать. Мероприятие хутшăнакансенчен ытларах пайĕ вĕсем район хаçачĕпе туслă пулнине, журналистсем вĕсен тăрăхĕнче тăтăшах пулнине, вĕсен статйисене кăмăлтан вуланине каланă. Çав вăхăтрах вулакансем хăйсен калаçăвĕнче "Çамрăксен хаçачĕпе" "Чăваш хĕрарăмĕ" те ял çыннисемшĕн кăмăла тивĕçтерекен хаçатсем пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2