100 çул - мăнаçланмалли нумай

Категория: Публикации Опубликовано: 11.02.2020, 10:16 Просмотров: 226

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче февралĕн 7-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнине халалласа "100 çуллăх марафонĕ" фестивале тата Аслă Çĕнтерỹ 75 çул çитнине халалланă Астăвăмпа мухтав çулталăкне уçрĕç. Сăмах май, мероприяти Улатăр районĕнчен пуçланчĕ, вĕсенчен эстафетăна Шăмăршăсем илчĕç. Кỹршĕсенчен пирĕн пата куçрĕ. Ку эрнекун вара Елчĕк районĕнче малалла тăсăлать. Кăçал Республика кунне ирттерме палăртнă Хĕрлĕ Чутай районĕнче марафон вĕçленет.

Сумлă уява Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лизакова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Союзлă патшалăхăн Обществăлла палатин членĕ, ЧР культура министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн председателĕ, "Ассамблея" обществăлла организацин регионти канашĕн председателĕн çумĕ, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильев, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки, ЧР халăх артистки, РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, РФ тава тивĕçлĕ артистки Валентина Ситова, вăрçă тата тыл ветеранĕсемпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç.

Культурăпа кану центрĕнчи фойене кĕрсенех иртнĕ ĕмĕре каялла таврăнатăн. Кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине аса илтерекен тата йăх-несĕлĕмĕр ĕç-хĕлне кăтартакан сăн ỹкерчĕк зонисене вырнаçтарнă. Иккĕмĕш хутра Чăваш наци тата Чăваш патшалăх ỹнер музейĕсем Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă курав ĕçлерĕ. Район çыннисем Чăваш Енĕн паллă çыннисемпе, республика аталанăвĕпе, пĕрлех халăх йăли-йĕркипе, историйĕпе паллашма пултарчĕç.

Мероприяти "Мухтав юрри" театрализациленĕ юрăран пуçланчĕ. "100 çул марафонĕ" фестиваль уçăлнă май Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова марафон символне пачĕ. Муниципалитет ертỹçи çак уявăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине, республика аталанăвĕнче аслă ăру çыннисен тỹпи пысăккине палăртрĕ.

Паян эпир çакăн пек пĕрле пухăнса савăнма пултарнишĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă тата çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми хирте, фермăра тăрăшнă тыл ветеранĕсене тав тумалла. Мероприятинче чи хумхануллă самант Козловкăра пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 99 çулхи Михаил Наташкин видео урлă каланă сăмахсем, ĕнерхи салтаксемпе ĕçченсене Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа кăларнă медале пани пулчĕ. Залра ларакансем те ура çине тăрсах вĕсене сумларĕç.

Районта журналистсен пуçарăвĕпе 1997 çултанпа "Çулталăк çынни" конкурс иртет. Кăçалхи тупăшăва 11-ĕн хутшăнчĕç. Чи нумай сасă пухса Кзыл Чишмари ветеринари участокĕн заведующийĕ Халимулла Хамматов (ỹкерчĕкре, аялта) лауреат ятне тивĕçрĕ. Çĕнтерỹçĕне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов саламларĕç.

Сцена çинче юрă-ташăпа Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи ĕçченсем, организаци-предприяти коллективĕсем, Шăмăршăран килнĕ хăнасем тата Чăваш патшалăх академин юрăпа ташă ансамлĕн, Чăваш патшалăх оперăпа балет артисчĕсем савăнтарчĕç.

Фестиваль иртнĕ май районта эрне тăршшĕпех Чăваш Республики тата халăхĕ пирки илемлĕ, документлă фильмсем кăтартаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика