Салтак-ветерансем ырă йăлана малалла тăсаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2020, 14:11 Просмотров: 201

КИРЕК мĕнле ырă йăла та манăçа тухманни кăмăллă. Акă, районти тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнă салтак-ветерансем Тăван çĕршывăн хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе волейбол турнирне йĕркелесси çирĕп йĕркене кĕчĕ. Кăçалхи ăмăртăва вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халаллаççĕ. Ытти çулсенчи пекех турнир çивĕч кĕрешỹре иртмелле. Районти салтак-ветерансен канашĕн ертỹçи Сергей Шадиряков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, турнир февралĕн 16-мĕшĕнче 9 сехетре Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пуçланать, унта хальлĕхе 8 команда çырăннă. Ытти çулсенчи пекех волейбол вăййине пахалама, ăна хак пама пулас салтаксем те, салтак-ветерансен çемйисем, ытти куракансем те хутшăнма, çав вăхăтрах вăй пама пултараççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика