Центр хăйĕн ĕçне сарсах пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2020, 14:13 Просмотров: 174

ПАЯН районта пурăнакансенчен чылайăшĕ "МФЦ" çăмăллăхĕпе усă курать. Нумай функциллĕ центр урлă хальхи вăхăтра 182 тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулать. Çынсем ытларах "чỹрече" умне Росреестрпа, Кадастр палатипе, граждансене регистрацилессипе, паспортсене улăштарассипе, пенсипе çыхăннă тĕрлĕрен ыйтусене татса парассипе тата ыттипе те пыраççĕ. Специалистсем вĕсене кĕске вăхăтра тата туллин татса пани пурне те тивĕçтерет. 2019 çулта районти нумай функциллĕ центр халăха 12 пин ытла çăмăллăхпа тивĕçтернĕ. Вĕсен ĕçĕ çулсерен сарăлса та, лайăхланса та пырать. Иртнĕ çулхи ĕç итогĕпе пирĕн районти МФЦ (ертỹçи Ю. Селиванова) республикăра чи лайăххисен шутне кĕни те çакнах çирĕплетет.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика