Малашлăх тĕллевсене сӳтсе явнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2020 14:15 Просмотров: 72

Февралĕн  12-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн Председателӗн  пĕрремĕш ҫумĕпе  Николай Федоровпа тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалăх  Думин депутачĕпе, финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитетăн председателĕпе Анатолий Аксаковпа ĕҫлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

Виҫӗ енлӗ тӗл пулура республика умӗнче тӑракан стратегилле пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене татса парас, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас ыйтусем тавра калаçнă. Ҫавăн пекех Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫлама хушма укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси пирки те сăмах хускатнă.

"Пирӗн республикӑра пурӑнакансен интересӗсемшӗн усăллă ĕҫлĕ тĕл пулусем, ҫакӑн пек консультациллĕ калаҫусем малалла та тӑсӑлӗҫ. Эпир парламентӑн ҫӳлти тата аялти палатисенче Чӑваш Республикин представителӗсене пулӑшу парасса пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Халӗ пирӗншӗн хамӑрӑн республика аталанӑвӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрне хӑвӑртрах пурнӑҫлама май паракан ӗҫсен пӗрлехи планне туса хатӗрлемелле", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Олег Николаев тӗл пулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх.

+авён пекех Олег Николаев Ра==ей Федераций.н промышленно=па суту-ил\ министр.пе Денис Мантуровпа т.л пулнё май республикён социаллё пурнё=.пе экономика аталанёв.н 2024 =улчченхи программине пурнё=а к.ртес ыйтусене те с\тсе явнё?

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3