Социаллă контракт -пулăшу илме

Категория: Публикации Опубликовано: 16.02.2020 14:20 Просмотров: 71

Сахал тупăшлă граждансем 2020 çултан социаллă контракт тăрăх патшалăх пулăшăвне тивĕçме пултараççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хỹтлĕх министерствин "Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центрĕ" хысна учрежденийĕн Патăрьел районĕнчи хỹтлĕх пайĕн ертỹçине Наталия Никитинăна тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.

- Наталия Петровна, социаллă контракта камсем çырма пултараççĕ тата вĕсене мĕнле майпа пулăшупа тивĕçтереççĕ?

- Чăваш Республикинче 2020 çултан тытăнса пĕчĕк тупăшлă граждансене социаллă контракт çырнине кура патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Каласа хăвармалла, çакнашкал граждансен шутне уйăхри тупăш пурăнмалли минимумран та пĕчĕкреххисене кĕртеççĕ. Çак категорие кĕнине, паллах, ĕç хучĕсемпе çирĕплетмелле. Ăна валли социаллă хỹтлĕх пайĕнче регистрациленни кирлĕ.

Социаллă хỹтлĕх пайĕнче социаллă контракт çырса вĕсем республикăра çирĕплетнĕ тăватă енрен пĕринпе социаллă пулăшăва тивĕçме пултараççĕ.

Республикăра кăçал 3800 яхăн социаллă контракт çырассине палăртнă. Çав контрактсемпе пулăшу 376,13 миллион тенкĕлĕх пама федераци тата республика бюджечĕсенче укçа-тенкĕ пăхнă.

- Асăннă тăватă ен мĕнлисем?

- Пĕрремĕшĕ - ĕç шырассин ыйтăвĕпе, иккĕмĕшĕ - професси пĕлĕвне е хушма професси пĕлĕвне илессипе, виççĕмĕшĕ- уйрăм предприниматель ĕçне туса пырассипе, тăваттăмĕшĕ - гражданина кунта асăнман пурнăçри ытти йывăр лару-тăруран тухма пулăшассипе çыхăннă.

- Ытти йывăр лару-тăру шутне мĕн кĕрет?

- Çакна "Патшалăхăн социаллă пулăшăвне парасси çинчен" федераци саккунĕн 12 статйин 1 пайĕнче палăртнă. Унта çырса панипе килĕшỹллĕн, пулăшăва граждансене пурăнма кирлĕ тавар туянма, эмел препарачĕсем туянассинче, сиплев, профилактика медицина тĕрĕслевне ирттерме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарассинче, çавăн пекех çемьесене шкулчченхи вĕренỹ организацийĕсем паракан çăмăллăхпа тивĕçтерме социаллă пулăшу парассине пăхса тухнă.

- Асăннă тăватă ен çинчен кĕскен те пулин каласа хăвармастăр-ши?

- Ĕç шырасси пирки калакан социаллă контракт тунисем килĕшỹре палăртнă мероприятисене пурнăçлама уйăхсерен, 12 уйăхран ытла мар, ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕ чухлĕ тỹлеве тивĕçеççĕ. 2020 çулта вăл 10134 тенкĕпе танлашать.

Професси пĕлĕвне илме е хушма профессие вĕренме контракт тунă граждансене те ĕçлекен çыннăн пурăнмалли минимумĕ чухлĕ тỹлевпе тивĕçтереççĕ, анчах та виçĕ уйăхран ытла мар. Кунсăр пуçне республикăн ĕç рынокĕнче ыйтакан профессин вĕренỹ курсĕшĕн тỹлеме укçа уйăраççĕ, анчах та 30 пин тенкĕрен ытла мар. Пулăшу çакăнпа çеç вĕçленмест. Вĕренсе тухнă çынна ĕç вырăнĕнче стажировкăшăн тỹлеме ĕç паракан валли ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ (страхлав взносĕсене шута илсе) укçа-тенкĕ уйăрса тăраççĕ, анчах та 9 уйăхран ытла мар.

Уйрăм предприниматель ĕçне пурнăçлама социаллă контракт çырнисене ведомствăсем хушшинчи комисси пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пĕр гражданина пĕр хутчен тỹрех тỹлевпе тивĕçтерме пăхнă, анчах çак хисеп 250 пин тенкĕрен пысăк пулма пултараймасть. Тепĕр условие пăхăнмалла: контракт çырнăранпа предприниматель пулса (хресчен-фермер хуçалăхĕн ертỹçинче) çыннăн 36 уйăхран сахал мар ĕçлемелле. Унсăр укçана каялла тавăрса пама тивет.

- Çынна пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма пулăшакан мероприятисене пурнăçлама мĕнле тỹлев пăхса хунă?

- Социаллă контрактăн çак мелĕпе çырнă килĕшỹ тăрăх, çынна çав мероприятисене пурнăçлама уйăхсерен пурăнмалли минимумпа танлашакан тỹлевпе тивĕçтереççĕ, анчах та 12 уйăхран ытла мар. Çапах та ку тỹлеве тивĕçме çак условисенчен пĕрне пăхăнни пулмалла:

- 18 çул тултарман ачаллă çемьере ашшĕ-амăшĕ те инвалид (тулли мар çемьере - ашшĕ е амăшĕ) пулни;

- ача çук çемьере арăмĕ те, упăшки те ниçта та ĕçлемен инвалид пулни;

- 18 çул тултарман çыннăн ача пулни;

- пĕччен пурăнакан ĕçлемен çын инвалид пулни;

- тăватă е ытларах ачаллă çемье пулни;

- икĕ е ытларах ачаллă çемьере е ашшĕ, е амăшĕ кăна пулни.

- Социаллă контракта ăçта çырмалла?

- Пулăшăва тивĕçес тесен чи малтанах пирĕн пата - районти хỹтлĕх пайне килмелле. Ĕçе заявлени çырнинчен тытăнма пулать.

- Хуравсемшĕн тавах, Наталия Петровна.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Апрель 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3